Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе эрнесерен пулакан планеркăна ирттернĕ

 Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе эрнесерен пулакан планеркăна ирттернĕ. Ĕçе тытăниччен, чи малтанах, пухăннисемпе иртнĕ кунсенче, Шупашкарта, Петров урамĕнчи 9-мĕш çуртра пулнă кăлтăк çинчен чарăнса тăнă. Çуртра пурăнакансене пурне те вăхăтлăха пурăнмалли объектсене куçарнă. Пурне те кирлĕ пек пулăшупа тивĕçтереççĕ.  Республика Пуçлăхĕ, ăнсăртран сиксе тухнă кăлтăкран хăтарма витĕм кӳнĕ службăсене кирлĕ пек вăхăтра пулăшупа тивĕçтернишĕн тав сăмахĕ каланă. «Эпĕ, çуртра пурăнакан çынсемпе тĕл пулса калаçнă. Вĕсем, пире инкекрен тухма пулăшнишĕн чĕререн тав тăваççĕ. Влаç органĕсенче ĕçлекен пур служба ĕçченĕсем те вăхăтра витĕм кӳни паха», - тесе çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин строительство министрĕ, вăлах черезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярассипе тимлекен Правительство комиссийĕн Председателĕ пулнă май, çуртра пулса иртнĕ кăлтăк çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Сăлтавĕ, çав юхăннă тĕлтре, шăпах та технологие пăхăнманни сисĕннине палăртнă. «Паян, приборсемпе тĕрĕслев ĕçĕсене йĕркелесе ирттернĕ чухне, раствор тытăмĕнче пĕтĕмпех хăйăр çеç пулнине палăртать. Вентиляци кирлĕ пек пулманни те пăшăрхантарать, тата ытти те», - тесе пĕлтернĕ Олег Марков. Экспертсем палăртнă тăрăх, Петров урамĕнчи 9-мĕш çуртăн пĕрремĕш подъездне тĕпрен çĕнĕрен хăпартмалла. Юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме май çук. Виççĕмĕш подъездра нимĕнле хăрушлăх та çук. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче асăннă ыйтусене пурне те вăхăтрах татса пама май килнине палăртнă. Çуртран çынсен пурлăхĕсене илсе кăларма администрацинче тата тĕрлĕ служба ĕçченĕсем пулăшнине асăннă. Çуртри 165 хваттертен 75-шĕ хăйсен пурлăхĕшĕн пăшăрханни сисĕнет, ытти 90-шĕ  паллă мар. Вăхăтлăх пурăнакансем ытларах пулни те куç кĕретех, - тесе палăртса каланă Алексей Ладыков. Чăваш Ен Пуçлăхĕ палăртнă ыйтупа çивĕчрех ĕçлеме хушса хăварнă.  Яваплăха туйман хваттер хуçисемпе тĕплĕн калаçу ирттерме сĕннĕ. 2014 çулхи кăрлач уйăхĕнчен пуçласа çурла уйăхĕ таран республикăн социаллă экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕ çинчен, малтанласах палăртнă кăтартусемпе Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин чарăнса тăнă. Палăртнă тапхăрта промышленноç приоизводствин индексĕ ӳсни пурне те савăнтарать. Ял хуçалăх таварĕсене туса илессипе кăтартусем çӳллĕ шайра тăни те паха. Чăваш Республикинче 15 пине яхăн вăтам тата пĕчĕк предприятисем. Вĕсем тупăшпа ĕçлесе пыни паллах, пурншĕн те курăмлă. Кăçалхи çул çӳлерех асăннă уйăхсем хушшинче вăтам ĕç укçин шайĕ хăпарни те кăмăллă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина кăçалхи çулта 8 уйăх хушшинче республика бюджечĕн кăтартăвĕсем пирки каласа кăтартнă. Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков хăйĕн доклатĕнче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕсем хутса ăшăтмалли тапхăра еплерех хатĕрленни çинчен каласа кăтартнă. ЖКХ тытăмĕнчи парăмсем пирки çивĕч калаçу пуçарнă. Хутса ăшăтмалли тапхăра пур службăсем те кирлĕ пек туллин ĕçсене пурнăçласа пынине палăртнă. Графике çирĕп пăхăннине асăннă. Раççей Минэнерго приказĕпе килĕшӳллĕн, чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕччен ĕçсене пĕтĕмпех вĕçлемеллине каланă. «Пурĕ Чăваш Енри  26 муниципалитетсенчен 12-шĕнче ĕçсене пĕтĕмпех вĕçленĕ, тата 7-шĕнче ĕçсем пĕтсе пынă па пĕрех. Асăннă ыйтăва Вăрнар районĕнче, Улатăр тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче анлăрах сарма, кирлĕ пек шайра пурнăçламалла», - тенĕ Олег Марков. Республика Пуçлăхĕ палăртнă ыйтăва, чăнласах та çирĕп тĕрĕслеве илме, ăшăтмалли тапхăра кирлĕ пек хатĕрленмеллине асăрхаттарнă. Социаллă тытăмсене вăхăтра ăшăпа тивĕçтермелле. Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссийĕн Председателшĕ Александр Цветков суйлав ĕçĕсем пирки каласа кăтартнă. Авăнăн 14-мĕшĕнче, Чăваш Енре те пĕтĕм çĕршыври пекех Пĕрлехи суйлав кунĕ иртнĕ. Çак кун Красноармейски, Шупашкар тата Тăвай районĕсенчи çичĕ суйлав участокĕнче сасăлав иртнĕ. Пĕрлехи суйлав кунĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене палăртнă. Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ, Шупашкар районĕнчи Çырмапуç, Тăвай районĕнчи Чăваш Чутей ял тăрăхĕсен пуçлăхсем суйланнă.  «Прлĕхлĕ Раççей» политка партийĕнче тăратнă çынсем суйлавра нумай сасăпа суйланса мала тухнине асăннă. Пĕтĕмĕшле  суйлав вăхăтĕнче пĕр кăлтăк та пулманнине асăннă. Суйлав лайăх иртнине каланă.



16 сентября 2014
08:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter