Чăваш Енре кризис лару-тăрăвне йĕркелесе пыракан хальхи йышши Центр пулĕ

Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Мускав хулинче пулнă. Кунта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Раççей Федерацийĕн  гражданла оборона тата черезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен  Министрпа Владимир Пучковпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ калаçу самантĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей МЧС Ертӳçине, Чăваш Енре 2013 çулта Çĕрпӳ районĕнче Тувсире нумай хваттерлĕ çуртра пулса иртнĕ кăлтăка сирсе яма вăхăтра тата кирлĕ пек пулăшу кӳнишĕн чĕререн тав сăмахĕ каланă. Çĕнĕрен хăпартса лартнă çуртра пурăнакан хваттерти çынсем, паян пурте  савăк кăмăллă, çемьесенче иккĕмĕш, виççĕмĕш пепкесем кун çути кураççĕ. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, юлашки пиллĕк çул хушшинче черезвычайлă лару-трура çынсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнин кăтартăвĕ пĕчĕк пулнине, халăхпа профилактика ĕçĕсене тăтăшах йĕркелесе ирттернине çирĕппĕн пĕлтернĕ.   Кăçалхи çул авăн уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне, пушартан 331 çын пурнăçне çăлса хăварма май килнине асăннă. Инкексенче пурлăха сыхласа хăварасси те аван пурнăçланнине каланă. Кăтартусем куç кĕретех ырă енне улшăнни паха. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Шупашкарта пулнă кăлтăка пула,  регион шайĕнче чрезвычайлă режима палăртнине каланă. 153 çынна çуртран ытти хваттерсене куçарнă. Инекек тухнă çуртри çынсен пурăнмалли шăпин ыйтăвне татса пама РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев патне пулăшу кӳме ыйтса та çырнине пĕлтернĕ.   Владимир Пучков хăйĕн сăмахĕнче, Раççей МЧСĕпе Чăваш Ен пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесе ыйтăва татса пама пултарнине каланă. Çынсене инкекрен тухма пĕтĕмпех май туса памаллине палăртнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 8 уйăхри социаллă экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем çинчен каласа кăтартнă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Енри предприятисем Европа, США, Канада çĕр-шывĕсенче калăпланса тухакан таварсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман çимĕçсене тирпейлесе кăларнине асăннă. Пахалăх енчен те çӳллĕ шайра пулнине каланă. Владимир Пучков юлашки çулсенче Чăваш Ен уйрăмах лайăх, пĕр шай аталанса пынине каланă, республикăра пурăнакан çынсен пурнăç условийĕн шайĕ ӳссех пынине ырă енпе палăртса хăварнă. Чăваш Енри МЧС Управленийĕн çуртне реконструкци йĕркелесе ирттерме 80 млн. тенкĕ уйăрма йышăну тунине пĕлтернĕ, унсăр пуçне Шупашкарта кризисла лару-тăрусен ĕçне пăхса тăракан управлени центрне хута яма палăртнине асăннă. Кнта пĕтĕмпех пысăк технологиллĕ хатĕрсем вырнаçтармаллине те каласа хăварнă. Тĕл пулу вăхăтĕнче, штатра тăракан çынсен йышне ӳстересси пирки, пушар хуралĕнче ĕçлемелли машинăсем çинчен те сӳтсе явнă. Паллах, Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул, Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлама хатĕрленес тата ирттерес ĕç ыйту та кун йĕркинчех пулнă. Тĕплĕнрех 



16 сентября 2014
09:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter