Пуриншĕн те меллĕ, ансат

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев район администрацийĕн ответлă ĕçченĕсемпе тата федераци службисен районти структурисен представителĕсемпе тунти кунсенче ирттерекен иртнĕ планеркăра информаципе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ Валерий ЛАВРЕНТЬЕВ районти граждансем патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕнче регистрациленесси пирки çакăн пек цифрăсем илсе кăтартрĕ. Регистрациленнисем пĕтĕмпе 1353 çын. Ку ĕçе Уйкас Янасал, Çатракасси, Ярославка ял тăрăхĕсенче япăх мар йĕркеленĕ. Районти тĕп больницăра, казначействăра ку ĕçе тивĕçлипе туса пыраççĕ. Çапах та республика, Раççей шайĕпе илес пулсан, пĕрлехи порталта регистрациленесси тата услугăсемпе усă курасси районта тивĕçлĕ шайра тесе калаймăн. Çавăнпа та Валерий Григорьевичпа тĕл пулнă май пĕрлехи портал услугисемпе майĕсем пирки тĕплĕнрех ăнлантарса пама ыйтрăм.

- Патшалăх услугисен пĕрлехи порталне граждансем услугăсене электрон мелĕпе илме пултарччăр тесе йĕркеленĕ. Тепĕр майлă каласан, чиновниксем патне кабинетсем тăрăх çÿресе вăхăта сая яма кирлĕ мар. Ку вăл çынсемшĕн меллĕ, ансат, услугăсемпе пурте усă курма пултараççĕ.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре электрон мелĕпе тивĕçтересси çине 69 услугăна куçарнă. Вăл шутра патшалăх услугисем 42 тата муниципалитет услугисем 27.

Паянхи куна  илес пулсан, çынсем ытларах Чăваш Ен Юстици министерствин электрон услугисемпе ытларах усă кураççĕ. Кусем вĕсем: мăшăрсем пĕрлешнине е уйрăлнине патшалăх регистрацийĕ тăвасси, ача çуралнине е çын вилнине регистрацилесси, ача çурални çинчен панă документăн копине парасси. Ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ытларах усă куракан электрон услугисем шутĕнче юрăхлă ĕç вырăнĕ шырама пулăшасси. Чăваш Ен Сывлăха сыхлассин тата социаллă аталану министерствин услугисенчен ытларах ыйтаканнисем - ачана пăхса пурăннăшăн уйăхсерен паракан пособие йĕркелесси, граждансене хваттерсенче пурăннăшăн тата коммуналлă услугăсемшĕн тÿлеме субсиди парасси. Федераци миграци службин республикăри управленийĕ вара çĕнĕ йышши ют çĕр-шыв паспорчĕсене парассипе заявкăсем ытларах йышăнать.

Халĕ тĕплĕн тишкерсе тухар: электрон услугăсемпе мĕнле майпа усă курмалла-ха;

Ĕçлеме тытăниччен патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕнче httpŸŸwwwĕgosuslugiĕru сайтра регистрациленес пулать.

1-мĕш утăм. Ансат мелпе регистрациленесси. "Личный кабинет. Регистрация" пая кĕретĕр. Çавăнта хушаматăра, ятăра, кĕсье телефонĕн номерне çырса хуратăр. Эсир регистрациленнине пĕлтерсе сирĕн телефон çине sms код килет. Хăвăр пароль шухăшласа тупатăр та ăна ас туса юлатăр. Çапла вара эсир пĕрлехи порталта регистрациленнĕ ĕнтĕ, патшалăх услугисен уйрăм ушкăнĕпе усă курма пултаратăр.

2-мĕш утăм. Патшалăх услугисен анлă переченĕпе усă курасси. "Личный кабинет. Вход" пая кĕретĕр. Телефон номерне тата пароль çыратăр, хăвăрăн даннăйсене редакцилетĕр (хăçан çуралнине, паспорт даннăйĕсене, СНИЛС, электрон почта адресне, регистраци адресне т. ыт. те кăтартмалла). Хăвăрăн даннăйсене почта урлă çирĕплетессине суйласа илетĕр. Тепĕр 10 - 14 кунтан сирĕн пата çыру килет. Унта эсир кам пулнине çирĕплетекен активаци кочĕ тата инструкци пулать.

3-мĕш утăм. Хăвăр кам пулнине çирĕплетесси. Инструкцире кăтартнă пек хăвăр илнĕ активаци кодне кĕртетĕр. Халĕ вара патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕн услугисемпе туллин усă курма пултаратăр.

Сайтра регистрациленессине харпăр хăй те тума пултарать. Çапах та çакă хăвăршăн кăткăсрах тесе шухăшлатăр пулсан, сире Муркаш районĕнчи патшалăх тата муниципалитет услугисемпе тивĕçтерекен нумай функциллĕ центрта (МФЦ - Муркаш ялĕ, Мир урамĕ, 6-мĕш çурт), районти библиотекăсенче, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче пулăшма пултараççĕ.

Çывăх вăхăтрах нумай функциллĕ центрта заявитель кам пулнине тата патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕнчи учет çыравĕсене çирĕплетекен пунктсем ĕçлеме тытăнĕç. Ансатрах калас пулсан, МФЦ специалисчĕсем пулăшнипе патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕнче регистрациленессин пур тапхăрĕсене те туса ирттерме, апла пулсан патшалăх услугисен анлă переченĕпе тÿрех усă курма тытăнма май пулĕ.

Çапла вара патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕ патшалăх тивĕçтерекен услугăсем пирки тулли информаци илме, вĕсемпе электрон мелĕпе усă курма май парать, тĕрлĕ инстанцисене çÿрессинчен тата черетсенче вăхăта çухатассинчен хăтарать.   (Муркаш районĕ)



16 сентября 2014
14:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter