Çĕнĕ Шупашкарта футболла вылямалли çĕнĕ стадион хута кайнă

   Авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Çĕнĕ  Шупашкара çитсе килнĕ. Хулара нумай ачаллă  Кирилловсен тата и Аверкиевчсен çемьисене çĕнĕ хваттер уçине торжествăлла майпа парса хисеп тунă.  Çурт, хулари Строительсен урамĕнче вырнаçнă. Пухăннисене республика Пуçлăхĕ çывхарса килекен Хула кунĕ ячĕпе саламланă май, Çĕнĕ Шупашкар Чăваш Енри чи çамрăк хула пулнине асăннă. Кунта предпринимательлĕхе аталантарма кирлĕ пек условисем çителĕклĕ таран. Ĕçсĕррисен хисепĕ куç кĕретех чакса пыни паха, хулари çынсен кăмăл-туйăмĕ те аван пулни сисĕнет, социаллă экономика пĕр тан аван аталанса пырать.  Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Ен политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри, нумай ачаллă çемьесене пулăшса пырасси пулнине каласа хăварнă республика Пуçлăхĕ.  «Обществăн тăнăçлăхĕ – çирĕп çемьере. Эпĕ, хам енчен тепĕр хут палăртса каласшăн, ашшĕ-амăшĕсем ыранхи куна шанса, çемьесенче пепкесене ӳстереççĕ, вĕсене тĕрĕс –тĕкел ура çине тăратса, тарăн пĕлӳ тата воспитани парса çитĕнтерни - пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Пирĕн республикăра ача çуратасси модăна кĕнĕ. Ку чăнласах та питĕ аван! Кирилловсен çемьинче пиллĕк ача, вĕсене саккунпа килĕшӳллĕн, хваттерпе тивĕçтернĕ. Удмуртирен 5 çул каялла куçса килнĕ Аверкиевсен çемьинче 7 ача, вĕсене виçĕ пӳлĕмлĕ икĕ хваттерпе тивĕçтернĕ. «Тавах, сире пурне те пире, нумай ачаллă çемьесене, çакăн пек пысăк пулăшу панишĕн», - тесе хăйĕн савăнăçне пытармасăр каланă Надежда Аверкиева. Ĕçлĕ визитпа Çĕнĕ Шупашкарта пулнă май, Михаил Игнатьев футболла вылямалли ятарлă вырăна торжествăлла майпа уçнă пулăма хутшăннă.  Пысăк стадиона хулари 1№-лĕ Ачасен спорт шкулĕнче  хута янă. Кунтах 400 м тăршшĕ чупма ятарлă çул, спорта ларса курма 250 вырăн хатĕрленĕ. Палăртса хунă тăрăх, пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсенче вĕренекенсемпе физкультура урокĕсене ирттерме те йышăнса хăварнă. Хулара массăлла спорта аталантарса пыма мĕн кирли пĕтĕмпех çителĕклĕ таран. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, юлашки çулсенче Çĕнĕ Шупашкарта хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан спорт объекчĕсене тăтăшах хута янине каланă. Нумай шкулсенче реконструкци ĕçĕсене йĕркеленĕ. «Сокол» пăр керменĕ, шывра ишмелли бассейнсем пурри те хула çыннисемшĕн питĕ усăллă. «Хулара ватти-вĕттине спорта çӳреме пур услови те çителĕклĕ. 2008-2015 çулсенче РФ физкультурăпа спорта аталантарассипе патшалăх программине пула, 26 млн. тенкĕ куçарса панă. Эсир, лайăх условисем пулнине, хăвăрах курса савăнатăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.

 Тĕплĕнрех



17 сентября 2014
17:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter