Чăваш Енре Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет

Паян, авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Чăваш Енре Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет.

Палăртнă информаци ушкăнĕсем республикăри хуласемпе районсене, тĕрлĕ аякра вырнаçнă ял тăрăхĕсене çитсе килĕç, халăхпа, предприятисенче тимлекен ĕç коллективĕсемпе тĕл пулса калаçĕç. Кун йĕркинчи тĕп ытусенчен пĕри - юпа уйăхĕн 9-11-мĕш кунĕсенче Шупашкарта «Раççей — спорт çĕр-шывĕ»  Пĕтĕм тĕнчери форума хатĕрленесси пулĕ. Çавăн пекех пухăннисемпе Чăваш Республикинчи сывлăх профилĕ, суту-илӳ рынокĕнчи хаксене пăхса тăрасси, çимĕçсен çителĕклĕхне,  республикăри районсенчи уй-хир ĕçĕсене, 2014-2015 çулсенче кĕркуннепе хĕллехи тапхăра пурăнмалли çурт-йĕрсемпе коммуналлă хуçалăх тытăмне хатĕрлесе çитересси, Чăваш Ен территорийĕнче пушартан сыхланасси тата ытти хăш-пĕр ыйтусене те сӳтсе явĕç. Асăннă информаци ушкăнĕсен  вырăнта граждансене харпăрхăй ыйтăвĕсемпе йышăнĕç, вĕсене кăсăклантаркан ыйтусем çине хурав парĕç.



17 сентября 2014
08:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter