«Иккĕмĕш çăкăра» пухса илессипе тимлеççĕ

Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н.Якимов ĕçлĕ визитпа пирĕн районта пулчĕ. Вăл С.Волков хресчен-фермер хуçалăхне çитсе курчĕ. Кунта «иккĕмĕш çăкăра» пухса илессипе тимлеççĕ. Çĕр улмие 100 гектар лартнă. Тыр-пула 250 гектар çинчен пухса кĕртнĕ, кĕрхисене 260 гектар акнă. «Правда» хуçалăхри ĕçсем те кал-кал пыраççĕ. Тыр-пул пухассипе 5 техника ĕçлет. Кĕрхисене 260 гектар акса хăварнă. (Элĕк районĕ)



18 сентября 2014
10:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter