Элĕк районĕ: хăрушсăрлăх - тĕп вырăнта

Хăрушсăрлăх çинчен мĕн пĕчĕкрен пĕлмелле. Уйрăмах çитĕннисен кĕçĕннисене кирек епле лару-тăрура та çухалса каймалла маррине вĕрентмелле.

«Чăваш Енĕн çамрăк пешехочĕсем» республика проекчĕпе килĕшÿллĕн Элĕкри ача-пăча библиотекинче 1 «в» класра вĕренекенсем В.Серебряная çырнă «Страна Пешеходия» кĕнеки тăрăх çул çÿрев ирттерчĕç. Ачасем çул-йĕр правилисене, урамра хăйсене епле тытмаллине аса илчĕç. Вĕренекенсем ыйтусем çине хуравларĕç. Юлашкинчен «Çул-йĕр паллисем» викторинăна хутшăнчĕç.



18 сентября 2014
10:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter