Шăмăршă районĕ: илем тĕнчи асамлă

Шăмăршăри Юбилейная урамра пурăнакан, Искусство шкулĕн художество уйрăмĕнче чылай çул преподавательте тăрăшакан З.Морозова каç еннелле шкафран çемье альбомне илчĕ те кресло çине вырнаçса ларчĕ. Зоя Петровна альбомри кашни сăн ỹкерчĕке тимлĕн сăнаса тишкерчĕ, вĕсенчен кашниех ăна пурнăçри кăсăклă самантсене аса илтерчĕ. Акă сăн ỹкерчĕкрен шкул формиллĕ, мăя пионер галстукĕ çыхнă хĕрача тинкерет. Ун чухне Зоя улттăмĕш класра вĕреннĕ, Анат Чаткасри вăтам шкулти рисовани учителĕ Р.Хуснутдинов пулăшнипе, гуашьпа тата акварельпе тĕрлĕ картинăсем ỹкерме, сăрăсемпе пĕлсе те вырăнлă усă курма хăнăхнă. Ỹкерчĕксен асамлăхĕ вĕренỹ ударницине юмах тĕнчи пекех туйăннă. "8 класс пĕтерсен эпĕ те рисовани учительне вĕренме каятăп", - çутă ĕмĕтпе çунатланнă хĕрача. Альбомăн страницисене малалла уçса пынă май, З.Морозова тепĕр сăн ỹкерчĕк çинче чарăнса тăчĕ. Студенткăсен ушкăнĕнче чи хĕрринче лараканни - Тури Чаткас хĕрĕ Зоя Степанова (хĕр чухнехи хушамачĕ). Ун чухне, 1978 çулта, вĕсем Шупашкарти художество училищин иккĕмĕш курсĕнче вĕреннĕ, хăйсен пĕтĕм пурнăçне ỹнер тĕнчипе - преподаватель ĕçĕпе çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ... 1980 çулта художество училищине пĕтерсен Тури Чаткас хĕрне тăван районти художество шкулне ĕçлеме янă. Унта Зоя Петровна преподаватель биографине пуçланă. Шкулта А.Краснова преподавательпе юнашар вăй хунă. Зоя Петровна юратнă ĕçре пысăк хавхаланупа вăй хунă. Çак çулах унăн пурнăçĕнче пысăк улшăну пулса иртнĕ - тăван ял каччипе, милицин ГАИ службин инспекторĕнче вăй хунă Николай Морозовпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Çулсем иртнĕ май, туслă çемье кил-çурчĕ ача-пăча сассипе илемленсе пынă. Çулсем, çулсем ... Çĕмрен евĕр малаллах вирхĕнеççĕ вĕсем. З.Морозова Шăмăршăри искусство шкулĕн художество уйрăмĕнче пĕр улшăнми 34 çул вăй хурать, ачасене хитре ỹкер- ме, илемлĕх тĕнчине чун-чĕрепе туйма, композици шăнăрне ăсталама хăнăхтарать. Кашни ача художник е рисовани учителĕ пултăр тесе тĕллев лартмаççĕ художество уйрăмĕнче. Выпускниксем хуть хăш профессие суйласа илсен те творчество туйăмĕпе тата чăтăмлăн ĕçлеччĕр, илемлĕ чунлă, пурне те ырă сунакан çынсем пулччăр тесе тăрăшаççĕ преподавательсем. Юлашки 3 çул Зоя Петровна хăйĕн вĕренекенĕ пулнă преподавательпе - И.Поликарповапа пĕрле ĕçлет. Шупашкарти художество училищин выпускницине Инна Владимировнăна З.Морозова ĕçре пулăшсах пырать, паха сĕнỹсем парать. Хальхи вăхăтра художество уйрăмĕнче 40 ытла ача ỹнер ăсталăхне туптать. Ачасен ỹсĕмне кура, вĕсене 5 ушкăна пайланă. Сăмах май каласан, З.Морозова вĕренекенĕсенчен пурĕ 20 ытла выпускник аслă е вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренỹ заведенийĕсен художество уйрăмне пĕтернĕ. Зоя Петровнăн хальхи вĕренекенĕсен юлашки 3 çулти çитĕнĕвĕсене илсен, кунта 2011 çулта Николай Михайловпа Никита Кузнецовăн ỹкерчĕкĕсем Шахты хулинче иртнĕ Арт-фестивальте пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнине палăртмалла. Шупашкарти художество училищин никĕслевçине Ф.С.Быкова халалланă республикăри творчество конкурсĕнче, 2013 çулта, Никита Кузнецовпа Диана Семенова - иккĕмĕш, Анна Тинюковапа Марьяна Мартынова виççĕмĕш вырăна тухнă. 2014 çулта Лира Гадиева республикăри ача-пăча творчествин Культура çулталăкне халалланă конкурсĕнче виççĕмĕш степеньлĕ Диплома тивĕçни те - ырă пулăм. Зоя Петровна пушă вăхăтра хăй те творчество асамлăхне кĕме юратать. Вăл тĕрлĕ тĕслĕ çипсемпе тĕрлесе сюжетлă ỹкерчĕксем тума кăмăллать. Хăйĕн художество тĕррисемпе темиçе хутчен те республикăри конкурссенче çĕнтернĕ. Кунсăр пуçне унăн акварельпе хут çине ỹкернĕ сюжетлă картинисемпе натюрморчĕсем те республикăра призлă вырăнсем йышăннă. Ỹкерỹ искусствин преподавателĕн тивĕçне чылай çул тỹрĕ кăмăлпа, професси ăсталăхĕпе пурнăçланăшăн З.Морозована Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Культура министерствисен, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Нумаях пулмасть Зоя Петровна хăйĕн 55 çулхи юбилейне палăртрĕ. Çак ятпа ăна юратнă мăшăрĕ, хĕрĕпе кĕрỹшĕ, ывăлĕ, икĕ мăнукĕ, тăванĕсем, ĕçтешĕсем, кỹршисем ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăхпа тулли телей, вăрăм ĕмĕр сунчĕç. (И.АНАНЬЕВ калаçнă)



18 сентября 2014
14:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter