Раççей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн ларăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

 Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн ларăвне хутшăннă. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн, Раççейри бизнес ыйтăвĕсем, çимĕçсене хатĕрлеме технологисене çĕнетессине, ВТО йĕркине ытларах пăхăнасси, регионсенчи экономикăна çĕклесси, малта пыракан предприятисенче нумай çуллăха йышăннă программăсене пулăшассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Ларăва уçнă май, Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн сăмахĕнче тĕнче экономикинче юлашки вунă çул хушшинче структурăра тарăн ылмашусем пулса иртнине каланă. Предпринимателсен климачĕ тĕпрен çĕнелсе пыни куç кĕретех. 16 çул калаçу йĕркеленĕ хыççăн, Раççей ВТО кĕнĕ. Патшалăх Ертӳçи федераци тата регионсем шайĕнчи влаçсене экономикăн секторне аталантарма витĕм кӳресси пирки  калаçу хускатнă.  Производство тытăмĕнче ĕçлеме пысăк квалификациллĕ специалистсене хатĕрлеме, инфратытăма аталантарма, кредитсемпе усă курассине анлăрах сарасси пирки сăмах пуçарнă. Палăртнă ыйтусемпе çивĕч ĕçлесе пыма сĕннĕ. Раççей экономика Министрĕ Алексей Улюкаев хăйĕн сăмахĕнче производствăн калăпăшне ӳстерсе пыма нуммай çуллăх уйăрнă кредитсем ытларах витĕм кӳме пулăшнине асăннă. Белгород облаçĕн Губернаторĕ Евгений Савченко хăйĕн сăмахĕнче, Китай Халăх Республикипе çыхăну тытассине çĕнĕ шая илсе çитерме сĕннĕ. Шăпах, вĕсем Раççей стратегийĕшĕн тĕп партнĕрĕсем пулма пултарнине каланă.  Воронеж облаçĕн Губернаторĕ Алексей Гордеев хăйĕн доклатĕнче ял хуçалăх тытăмне пулăшу кӳмелли çинчен сăмах пуçарнă. Юлпашки икĕ çул хушшинче Раççей Ял хуçалăх министерстви сĕт-çу фермисене çĕнетме тата çĕнĕрен хăпартса лартма хатĕрленĕ проектсене пурнăçа кĕртессипе пулăшу кӳменнине палăртнă. Тен çавăнпа та пулĕ, сĕтпе çыхăннă ыйтусем йывăрлăх кăларса тăратаççĕ пулĕ. Калăпăр, Воронеж облаçĕнче инвестицие хывнă кредит пайĕсене парса татмаллин субсидисен калăпăшĕ федераци бюджетĕнчен 140 млн. тенкĕллĕх пуçтарăнса кайнине каланă. Чăваш Енре ипорт таварĕсен пайĕ пасарта самай ӳсни сисĕнет.  Сăлтавĕ, «Промтрактор-Вагон» АХП,  «Хевел» ООО,  «Керамика» ООО,  «ГиПор-М» ООО, «Проектэлектротехника» ООО, «Акконд АУП, «ТУС» АХП, «Букет Чувашии» АУП, «Агрохолдинг «ЮРМА» ООО, «Чувашавтодор» АУП республикăри предприятисем ют çĕр-шывсенчен пысăк технологиллĕ хатĕрсене туяннипе çыхăннă. Малашлăхра ыйтăва вырăнтан хускатма пăхса хăварнă. Импорт пайне сахаллатма палăртнă. Чăваш Республикинче апат-çимĕç таварĕсем пахалăх енчен ыттисенчен лайăхрах та пулнипе уйрăлса тăрать. Унсăр пуçне химипе, тимĕр хатĕрĕсенчен калăпланă таварсен пахалăхĕ те пурне те кăмăла çĕклет. Шыв, газ, электороэнерги валеçессипе çыхăннă производство тытăмĕ те курăмлăн ĕçлесе пырать. Çапах та, патшалăх енчен çĕвĕç тытăмĕ, транспортсемпе çыхăннă хатăрсем калăплама пулăшу кирли никамшăн та вăртăнлăх мар.



18 сентября 2014
09:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter