Волонтерсем форума хатĕрленеççĕ

Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форума тĕрлĕ çĕр-шывпа регионтан 2000 яхăн хăна килмелле. Вĕсене пулăшас, ертсе пырас тĕллевпе волонтерсене йыхравланă.

Çак кунсенче Шупашкарти коопераци институтĕнче волонтерсен пĕрремĕш пухăвĕ иртнĕ. Унта ЧР Çамрăксен пуçарулăхĕн центрĕн тата ЧР Вĕренÿ министерствин ĕçченĕсем форум çинчен каласа панă, волонтерсен тĕллевĕсемпе паллаштарнă. Яваплă çынсем пĕлтернĕ тăрăх - форума техникумсемпе аслă шкулсен студенчĕсем хутшăнма килĕшнĕ ?йышра - 500 ытла волонтер%, çавăнпа кашни учреждение яваплă ĕç шанса панă. Калăпăр, Мускав автомобильпе çул-йĕр институтĕнче вĕренекенсем хăнасене аэропортсемпе вокзалсенче кĕтсе илĕç, кирлĕ вырăна çитме пулăшĕç, Чăваш патшалăх университечĕ пресс-служба ĕçне туса пырĕ, педагогика университечĕн студенчĕсем тăлмачă тивĕçĕсене пурнăçлĕç.

А.ПЕТРОВ.



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
18 сентября 2014
15:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter