Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Сочи -2014» Пĕтĕм тĕнчери инвестици форумне хутшăннă май, Раççей Перекет банкĕ ӳсĕме хăвăртлатас, бюджета шайлаштарас темăпа ирттернĕ ĕçе хутшăннă

Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Сочи -2014» Пĕтĕм тĕнчери инвестици форумне хутшăннă май, Раççей Перекет банкĕ ӳсĕме хăвăртлатас, бюджета шайлаштарас темăпа ирхи ĕçлĕ апатлану вăхăтĕнче йĕркелесе ирттернĕ калаçăва хутшăннă. Макроэкономика тăнăçлăхне пулăшмалли мерăсемпе çыхăннă ыйтăва сӳтсе явнă çĕре Раççей Федерацийĕн Правительствин вице-премьерĕсем Ольга Голодец тата Аркадий Дворкович, РФ финанс министрĕ  Антон Силуанов, Раççей Федерацийĕн экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Улюкаев тата ытти официаллă çынсем хутшăннă. Ĕçлĕ тĕл пулăва «Раççей Перекет банкĕ» АУП Правленийĕн пре­зиденчĕ Герман Греф ертсе пынă. Пухăннисем экономика ӳсĕмĕ ытларах чухне шайлаштарнă бюджетран килнине палăртнă. Ĕçлĕ апатлану вăхăтĕнче çавăн пекех налуксен шайне ӳстерессинчен асăрханмаллине, пенси валли пухăнакан тупăш пайĕн тăнăçлăхне йĕркеллĕн тытса пымаллине палăртса хăварнă. РФ субъекчĕсенчи экономика хăватне ӳстересси пирки калаçнă май, регионсен экономикин ӳсĕмĕ ытларах инвестицисем явăçтарнинчен килнине çирĕплетнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă вăхăтра ĕç климачĕ лайăхланасси шайлашуллă бюджетпа çыхăннине асăннă. Унсăр пуçне экономика кăтартăвне лайăхлатасси обществăлла политика лару-тăрăвĕн тăнăçлăхĕнчен килнине те палăртнă. «Влаçри çынсен хăйсем шантарса каланисене  туллин пурнăçлама тăрăшмалла. Паллах, йывăрлăхсемсĕр пулмасть. Çапах та ыйтусене татса памаллах. Региона инвестицисем явăçтарасси те пĕтĕмпех çаксенчен килет. Енчен те экономика лайăх аталансан, бизнес хăйне валли вырăн тупатех. Чи кирли - предпринимательсем патшалăх 3, 5 е 10 çул валли еплерех тĕллевсем палăртнине пĕлсе тăмалла.  Ĕç йĕрки тăтăшах улшăнса тăрать пулсан, коммерци тытăмĕнче ĕçлекенсемшĕн иккĕленӳллĕх çуралать. Çавăнпа та эпир тăнăçлăхшăн хамăр енчен мĕн кирлине пĕтĕмпех йĕркелесе пама тăрăшăпăр. Ĕçе лайăх йĕркелесе ирттерни, бизнесменсен идейисене пурнăçлама ирĕк парĕ», - тесе çирĕппĕн каланă республика Пуçлăхĕ.  Тĕплĕнрех



19 сентября 2014
14:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter