Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «РЕНОВА» Компанисен ушкăнĕн правленийĕн пред­седа­телĕпе Алексей Московпа тĕл пулнă

Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Сочи-2014» Пĕтĕм тĕнчери инвестици форумĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «РЕНОВА» Компанисен ушкăнĕн правленийĕн пред­седа­телĕпе Алексей Московпа тĕл пулнă. Калаçăва Чăваш Республикин экономика ми­нистрĕ Владимир Аврелькин, «РЕНОВА» Компанисен ушкăнĕн  правленийĕн председа­телĕн çу­мĕ Ринат Халиков, «Чăваш Республикин корпораци аталанăвĕ» ак­ционерсен уçă пĕрлешĕвĕн директорĕ Евгений Федоров хутшăннă. Пухăннисем Шупашкарти аэропорт объектне реконструкци тăвассине «Регионсенчи аэропортсем» АХП программине кĕртсе хăварасси пирки канашланă. Унсăр пуçне калаçу вăхăтĕнче «Хĕ­вел» тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн, «Химпром» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн малашнехи тапхăрти ĕçĕсемпе çыхăннă ыйтусене те сӳтсе явнă. Инвестици проек­чĕсене пурнăçа кĕртесси пирки сăмах хускатнă. 2014 çулхи утă уйăхĕнче «Ренова» Компани ушкăнĕ тата «РОСНАНО» АУП, «Хĕвел» тулли мар яваплă пĕрлешӳ производство йĕр­келенĕ. Унта 260 çын вăй хурать. Компани калăплакан таварсене Раççейри 14 реги­она ăсатма килĕшӳ хучĕсене те йĕркелесе çитернĕ. «РЕНОВА» Компанисен ушкăнĕн прав­ленийĕн председателĕ Алексей Москов хăйĕн сăмахĕнче «Хĕвел» тулли мар яваплă пĕрлешӳре промыш­ленноçпа технологи производствине хута янине те асăннă. Хальхи вăхăтра тĕрлĕ хатĕрсемпе туллин тивĕçтерес ĕç пынине пĕлтернĕ. Инвестицисем хывакан проект пирки калас пулсан, ăна пурнăçа кĕртме 2,5 млрд. тенкĕ уйăрма палăртса хунă. «Технологи проекчĕ питĕ йывăр. Ăна пур­нăçлама паянхи куна Швеци специалисчĕсемпе пĕрле тĕрлĕ хатĕре вырнаçтарса лартма проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлесе çитернĕ. Эпĕ проект 2015 çулта пурнăçа кĕрессе çирĕппĕн шанатăп», - тесе каланă Алексей Москов. Михаил Игнатьев хăйĕн сăма­хĕнче «Химпром» АУП çумĕнчи «Хĕвел» завочĕсем хушма производствăсем вăй илсе кайсан çынсем валли кирлĕ пек  ĕç вы­рăнĕсем йĕркелеме, тĕрлĕ йышши социаллă программăсене пурнăçлама, пухă­накан налук пайне ӳстерме майсем пулассине палăртнă. Тĕплĕнрех



19 сентября 2014
15:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter