Элĕк районĕ: çĕнтерÿçĕ комбайнерсене палăртнă

 

2014 çулхи тыр-пула вăхăтра тата тухăçлă пухса кĕртес тĕлĕшпе ял хуçалăх предприятийĕсенчи комбайнерсем хушшинче ăмăрту ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Çурла уйăхĕн 10-20-мĕшĕсенчи ĕçсем тăрăх комбайнерсен экономика ăмăртăвне пĕтĕмлетнĕ. 1-мĕш вырăна Ульянов ячĕллĕ хуçалăх комбайнерĕ Владислав Яковлев тухнă. Вăл 302 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. 2-мĕш вырăна 276 тонна пухса «Новый путь» хуçалăх комбайнерĕ Вениамин Константинов тивĕçнĕ. Çак хуçалăхри Андрей Емельянов та маттурлăхпа палăрнă. Вăл 274 тонна тырă çапса тĕшĕлесе 3-мĕш вырăн йышăннă. Пурте вĕсем хире «Полесье CS-812» комбайнпа тухнă.

Çĕнтерÿçĕсене районти ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунĕнче чыслама палăртнă.



02 сентября 2014
15:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter