Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта Пĕлӳ кунĕнче, «Четра» самбо шкулне йĕркелесе янăранпа 10 çул çитнине халалласа ирттернĕ пулăма хутшăннă

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта Пĕлӳ кунĕнче, «Четра» самбо шкулне йĕркелесе янăранпа 10 çул çитнине халалласа ирттернĕ хаваслă пулăма хутшăннă. Торжествăлла мероприятие Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников, Европа тата пĕтĕм Раççейĕпе самбо Федерацийĕн Президенчĕ Сергей Елисеев, вице-президенчĕ Атăлçи федераллă округпа Федераци канашĕн председателĕ, Чăваш Енпе самбо Федерацийĕн президенчĕ Евгений Селиванов, «Тракторсен заводчĕ» концерн президенчĕ  Михаил Болотин хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче, шкулта ĕçлекен тренерсене, ачасене Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнă ятпа саламланă. Республикăра самбо спортне çӳрекен 1,5 пин яшсемпе хĕрсенчен çурри патнелле «Четра» шкулĕнче вĕренсе тухнисем пулнине палăртнă. «Çулсеренех куллен спортăн çак тĕсне кăмăл туса çӳрекенсен, нумайĕшĕ ăмăртусенче малти вырăна тухаççĕ. Шансах тăратăп, вĕсем чемпионсем пуласса. Ачасем хăйсен вăйне ăненеççĕ, çĕнтересси пирки ĕмĕтленеççĕ!», - тесе каланă Михаил Игнатьев.  Вăл тренерсене, кунта çӳрекен ачасен ашшĕ-амăшĕсене, хăйсен ачисене спорта çӳреме ирĕк тата пулăшу кӳрсе пынишĕн тав сăмахĕ каланă. Мероприятинче чи ăста тренерсемпе вĕсен вĕренекенĕсене тивĕçлĕ ятсем парса хисеп тунă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренер ята самбо тата дзюдо енĕпе ĕçлекен ачасемпе çамрăксене олимп резервне хатĕрлекен ятарлă спорт шкулĕнче тимлекен тренер-преподаватель Геннадий Ильин тивĕçнĕ. Вăл чылай спортсменсене тĕнче тата Европа шайĕнче иртнĕ ăмăртусенче самбо енĕпе мала тухма вĕрентнĕ. Раççей Федерацийĕн самбо енĕпе пĕрлештернĕ ушкăнне йĕркелесе пыма пулăшнă. 2012 çулта самбо енĕпе Европаăра çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнĕ, 2014 çулта Европăра бронза призерĕ пулнă Максим Иванова тата Раççей спорт мастерĕ, 2012 çулта хĕрсем хушшинче самбо енĕпе  тĕнче Первенствинче мала тухнă, 2013 çулта само енĕпе тĕнчере иртнĕ Первенствăра кĕмĕле çĕнсе илнĕ Эдера Лаврентьевăна, Чăваш Республикинчи пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен хваттер уççине парса хавхалантарнă. Европа тата пĕтĕм Раççейри самбо Федерацийĕн Президенчĕ Сергей Елисеев хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Енре самбо енĕпе ачасене çирĕп хатĕрленине асăннă, çулсеренех спортсменсем Раççей Федерацийĕн пĕрлештернĕ ушкăнне кĕнине палăртнă. Республикăра чăнласах та спорт çине пысăк тимлĕх уйăрнине каланă.  Ачасене çӳллĕ шайра хатĕрленине уйрăммăн палăртса хăварнă. Хыççăн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Пĕтĕм Раççейри самбо Федерацийĕ» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спортăн общество организацийĕ хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ.   Асăннă ĕç хучĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикинче çак спортăн тĕп базине йĕркелесе яма палăртса хунă.  Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Тракторсен заводчĕ ачасемпе çамрăксен хушшинче спорта аталантарса пырас ыйтупа тивĕçлипех ĕçлесе пынине асăннă. «Патшалăх тата уйрăм партнерсен витĕмне кура, хамăр ума лартнă тĕллевсене кирлĕ пек пурнăçласа пыма май килет. Кунта пĕтĕмпех спортпа туслă пулма пур условине те çителĕклĕ таран йĕркелесе панă. Пирĕн предприятисем физкультурăпа спорта аталантарасси çине яланах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Палăртнă тăрăх, Чăваш Енре кашни виççĕмĕш çын спорта çӳрет. Республикăри çуртсен таврашĕнче спорт хатĕрĕсене вырнаçтарнă. Вĕсене пула, ватти-вĕтти таранах, спорта кăмăл туса çӳрет. Халăх питĕ ырăпа асăнать. Пирĕн хамăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçласси пĕтĕмпех пулса пырать, эпир малашне те çак ĕçсене кулленех йĕркелесе пыма тăрăшăпăр», - тесе çирĕппĕн каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



02 сентября 2014
08:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter