Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе планерка ирттернĕ

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе йăлана кĕнĕ тăрăх ĕçлĕ планерка ирттернĕ. Республика Пуçлăхĕ пухăннисене Пĕлӳ кунĕ ячĕпе саламланă. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен палитикин мнистрĕ Владимир Иванов Пĕлӳ кунне хвалалласа ирттернĕ мероприятийĕсен пĕтĕмлетĕвĕ çинчен чарăнса тăнă. Министр республикăри пур шкулсенче те торжествăлла линейкăсем çӳллĕ шайра йĕркелесе ирттернине асăннă. Шупашкарти Кооперативлă институтра, уява пухăннăçынсене, мина хунă текен хыпар хумхантарса илнĕ. Асăннă хыпара вĕренӳ заведенине электрон почти урлă тăратнă пулнă. Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов пĕлтернĕ тăрăх, ĕç-пуçа пĕтĕмпех тĕрĕслесе тухнă, нимĕнле кăлтăксем те пулманнине асăннă. Институтра ĕçе йĕркеллех малалла тăснă. Михаил Игнатьев йĕркене пăсакан çынна тупса палăртсан, çийĕнчех явап тытармалли пирки çирĕппĕн каласа хăварнă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин çĕнĕлле аталанакан инфратытăмсенче объектсене хута ярасси ĕçсем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Укçа-тенкĕне 2014 çулта Раççей Федерацийĕн Экономика министерстви йркелесе ирттернĕ конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тунă хыççăн, федераци  бюджетĕнчен пулăшу куçассине каланă. Хальхи вăхăтра Раççей Федерацийĕнче промышленноçри калăпăшсене ӳстерессипе тата çĕнĕлле прозводствăнна аталантарассипе вăтам тата пĕчĕк предприятисенче те стратеге пурнăçа кĕртессипе тимлеççĕ. Раççей Экономика министерстви конкурссене пĕтĕмлетнĕ хыççăн,Чăваш Енрен тăратнă тăватă заявкăна ырланă, пулăшма йышăннă. Вĕсенчен чи пысăк проект Шупашкарти Индустри паркĕ. Объекта  çĕклеме пĕлтĕрех тытăннă пулнă, 2014 çулта федераци бюджетĕнчен 137,4 млн. тенкĕ (республика бюджетĕнчен   34,4 млн. тенкĕ) куçарса панă. Иккĕмĕш проект – Прототипировани центрĕ. 2014 çулта бюджетран уйăрнă укçа-тенкĕ çумне хушма (федераци бюджетĕнчен 6,4 млн., республика бюджетĕнчен -  1,6 млн. тенкĕ) пăхса хăварнă. Центр хăйне аталанса пыма бюждет мар çăлкуçсенчен 9,8 млн. тенкĕ куçарать. 2013 çулта Чăваш Республикинче регионсен Инжиниринг центрĕ хута кайнă. Центр модернизаци йĕркелессипе проектсене пурнăçа кĕртсе пырать. Кăçал Центра федераци бюджетĕнчен - 4 млн., республика бюджетĕнчен 1 млн. тенкĕ явăçтарнă. Сертификатсем илмелли центра хута яма  59,6 млн., федерации бюджетĕнчен,  республика бюджетĕнчен 30 млн. тенкĕ куçарнă. Чăваш Республикинчи центр пилотлă проектпа пурнăçланнă. Конкурссене хутшăнса, çĕнтернĕ хыççăн, республика 200 млн. патнелле хушма пулăшу илнине асăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.Чăваш Республикин строительство министрĕ  Олег Марков водоканалсен Пĕтĕм Раççейри VII-мĕш конференци ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Мероприятие 327 çын патнелле хутшăннă. Асăннă мероприятие пухăннисем Чăваш Енри шыв хуçалăхĕпе çыхăннă объектсене çитсе килнĕ. ЖКХ тытăмĕнче çĕнĕрен йышăннă нормативлă базăсемпе паллашнă, вĕсен çĕнĕллĕхĕсене сӳтсе явнă. Канашлу вăхăтĕнче Украинăран ирĕксĕр куçса килнĕ граждансене, Чăваш Ен территорийĕсене вăхăтлăха вырнаçтарасси пирки ыйтусем çинчен канашланă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Педседателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова хăйĕн доклатĕнче Укранинăран килнĕ ачасене шкулсене вырнаçтарма пĕтĕмпех май килнине каланă. 4 студента аслă шкулсене тата 4-шне вăтам пĕлӳ паракан вĕренӳ заведенийĕсене вырнаçтарнă. Чăваш Енри ĕçпе тивĕçтерекен служба ертӳçи Сергей Димитриев, 707 Украина гражданĕсенчен, 167-шне Чăваш Республикинчи предприятисене ĕçе вырнаçтарнине каланă. Çитес вăхăтрах, Чăваш Республикине Украинăран тепĕр ушкăн килсе çитесси пирки пĕлтернĕ.  Михаил Игнатьев пур ыйтăва ти тивĕçлĕ татса памалли пирки чĕнсе каланă пухăннисем умĕнче.



02 сентября 2014
09:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter