Чăваш Енпе Кăркăс Республики хушшинчи туслăх çирĕпленет, анлăланать

 Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Раççей Федерацийĕнчи Кăркăс Республикин Посолĕнчен Болот Джунусовран тав çырăвĕ килсе çитнĕ. Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа килнĕ чухне, чăнласах та ăшшăн ырă кăмăлпа ăна кĕтсе илнишĕн чĕререн та тăвать. «Сирĕн аппаратра ĕçлекенсем пирĕн патне пысăк профессионалпа калаçни, визит тапхăрĕнче пĕтĕмпех ĕçсене тивĕçлипе йĕркеллĕ пурнăçлани, чăнласах та пирĕншĕн питĕ кăмăллă пулчĕ. Пирĕн хушăмăрти çирĕп туслăха эпир пысăк хак паратпăр. Малашне те туслăха анлăрах сарса пырассишĕн çыхăнусене çирĕплетĕпĕр. Эсир,  пирĕн Кăркăс Республикине килсе, пирĕн шанăçа ытларах çураттарасса шанатпăр. Пирĕн халăхсен ырлăхĕшĕн малашне те тачă çыхăнса ĕçлесе, мĕн калаçса килĕшнĕ тĕллевсене пурнăçа кĕртесси пирки шанатпăр. Хисеплĕ, Михаил Васильевич. Сире çирĕп сывлăх, çемьере ырлăх, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунатăп», - тесе çырнă çырура.  



02 сентября 2014
10:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter