Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкар хула кунӗ ячĕпе саламлани

Ҫӗнӗ Шупашкарӑн хисеплӗ ҫыннисем!

Сире Хула кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп!

Ҫӗнӗ Шупашкар – Чӑваш Енри чи ҫамрӑк тата пысӑк малашлӑхлӑ хула, промышленноҫ, культура тата спорт центрӗ. Кунта пултаруллӑ, ӗҫчен хӑйсен хулине юратакан, ӑна аталантарма тӑрӑшкан ҫынсем пурӑнаҫҫӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкар малтисен шутӗнче федерацин монохуласене пулӑшакан программине хутшӑнчӗ. Ҫак программӑпа килӗшӳллӗн хулана аталантарма 2,6 млрд тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар ӳссе, сарӑлса пырать. Кунта ҫулсерен ҫӗнӗ ҫуртсем хута каяҫҫӗ, нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсаҫҫӗ. Инженерипе коммуналлӑ инфратытӑм объекчӗсене – шыв, канализаци, электричество, газ, ӑшӑ, ҫыхăну сечӗсене – тӑваҫҫӗ. Транспорт инфратытӑмӗ лайӑхланать: урамсенчи, картишсенчи ҫулсене юсаҫҫӗ, ҫӗнӗ магистральсем хываҫҫӗ.

Республика Правительстви халӑха шантарнине пурнӑҫа кӗртсе пырать. Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗчӗккисем садике кайма черет кӗтмеҫҫӗ, шкулсене ҫӗнӗ оборудованисем вырнаҫтараҫҫӗ, нумай ачаллӑ тата сахал тупӑшлӑ ҫемьесене пурӑнмалли ҫурт-йӗр условисене лайӑхлатма пулӑшаҫҫӗ.

Кунта физкультурӑпа спорта аталантарассине те тӗпе хураҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта Пӑр керменӗ, ҫӑмӑл атлетика манежӗ, бассейн, футбол уйӗ тата ытти объект тухӑҫлӑ ӗҫлет. Тӗрлӗ ӳсӗмри тата тӗрлӗ професси ҫыннисем валли сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма, спортпа туслашма условисем ҫителӗклӗ.

Иккӗленместӗп: Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем малашне те хулана илемлетме, хӑтлӑлатма тӑрӑшӗҫ. Пурне те ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу, телей тата ырлӑх сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                         М.Игнатьев



20 сентября 2014
10:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter