Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вӑрман отраслӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячĕпе саламлани

Вӑрман отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветаранӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Вӑрман пуянлӑхне сыхласси, унпа вырӑнлӑ усӑ курса ӑна ӳстерсе пырасси, халӑхӑн экологи культурине йӗркелесси – Чӑваш Республикин патшалӑх политикин чи пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрӗсем.

Пурнӑҫа питӗ лайӑх пӗлнӗ пирӗн мӑн асаттемӗрсем: «Вăрман пек пуянни çук», – тесе каланӑ. Паян Чӑваш Енре хальхи йышши вӑрман пушар службине туса хунине, унӑн пурлӑхпа техника никӗсне палӑрмаллах ҫирӗплетнине тата пушар тухас хӑрушлӑх уйрӑмах пысӑк тапхӑрсене лайӑх хатӗрленсе кӗтсе илнине пула вӑрмансене пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе   тивӗҫтересси ҫӳллӗ шайра пурнӑҫланать. 2010 ҫулхи пушарсем кӳнӗ сиене пӗтерес тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ, 5561 гектар (83,5%) йышӑнакан ҫунӑк вӑрмансене тасатса йӗркене кӗртнӗ, 2268 гектарпа (34%) танлашакан лаптӑк ҫинчи вӑрмана ҫӗнетнӗ. Вӑрмансене чӗртсе тӑратассипе ҫыхӑннӑ ӗҫе малалла та туса пырӑпӑр.

Иртнӗ чылай ҫул хушшинче 2013 ҫулта пуҫласа республика бюджетӗнче вӑрман хуҫалӑхне пахалӑхлӑн тытса пыма укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, ҫакӑ вӑрман фончӗпе тухӑҫлӑн тата вырӑнлӑ усӑ курма май парать. 2013 ҫулта вӑрман хуҫалӑхне тытса пырассипе ҫы­хӑннӑ ӗҫсене пӗтӗмӗшле 89,6 пин гектар лаптӑкпа танлашакан вӑр­ман фончӗн ҫӗрӗ­сем ҫинче виҫӗ лесничествӑра туса ирттернӗ. 2014 ҫулта асӑннӑ ӗҫсем пӗтӗмӗшле 214,9 пин гектар лаптӑк ҫинче тата виҫӗ лесничество чиккисенче пурнӑҫланаҫҫӗ. Пӗтӗмӗшпе илсен, икӗ ҫулта Чӑваш Енри вӑрман фончӗн пӗтӗм лаптӑкӗн ҫурринчен ытларах пайӗнче вӑрман хуҫалӑхне тытса пырассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене туса ирттермелле. Ҫавна май халӑх пурлӑхӗпе усӑ курнине кирлӗ пек шута илсе пырассине тата тӗрӗслесе тӑрассине тивӗҫтермелли майсем йӗркеленеҫҫӗ.

Ҫакна палӑртма кӑмӑллӑ: ҫут ҫанталӑк еткерне сыхласа упрас ӗҫе вӑрман хуҫалӑхӗн специалисчӗсем кӑна мар, общество организацийӗсемпе граждансем те пысӑк тӳпе хываҫҫӗ. Йывӑҫ лартас, вӑрмансене ҫӳп-ҫапран тасатас тӗлӗшпе ирӗклӗ йӗркепе ирттерекен акцисене ҫын­сем ҫулсерен ытларах та ытларах хутшӑнаҫҫӗ.   

Вӑрмансене сыхласа упрассипе, Чӑваш Енри ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗсене ӳстерсе пырассипе ҫыхӑннӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫе малалла та пурнӑҫламалла. Ҫакна хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннӑ ҫынсем кӑна тума пултараҫҫӗ. 

Ырми-канми тӑрӑшса пурнӑҫлакан пархатарлӑ ӗҫӗршӗн чунтан тав тунине йышӑнсамӑр! Сиртен кашнинех телейпе ӑнӑҫу тата ырлӑх суна­тӑп!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                            М. Игнатьев



20 сентября 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter