Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сочи хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери XIII инвестици форумĕн "Раççей Европăпа Ази хушшинче: паянхи условисенчи çĕнĕ регион политики" темăпа йĕркеленĕ пĕрлехи ларăва хутшăннă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сочи хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери XIII инвестици форумĕн "Раççей Европăпа Ази хушшинче: паянхи условисенчи çĕнĕ регион политики" темăпа йĕркеленĕ пĕрлехи ларăва хутшăннă.

Чи лайăх проект

Форума пухăннисен умĕнче тухса калаçнă РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев Раççейĕн экономикăпа политика лару-тăрăвĕнчи пысăк улшăнусене палăртнă. Чăваш Ене илес пулсан, республика вырăнти ял хуçалăх производствине пулăшас тата аталантарас, импорта вырăнта туса илекен продукципе улăштарас енĕпе çине тăрса ĕçлет. Чăваш Ен Китайпа хутшăнса пĕрлехи проектсене ĕçе кĕртет. Вĕсенчен пĕри - республикăн апат-çимĕçпе çыхăннă хăрушсăрлăхне тивĕçтересси тата агропарк строительстви. Чăваш Ен Пĕтĕм Раççейри регионсен социаллă аталанăвĕн программин конкурсне "Лекотека - вăйă территорийĕ" проектпа хутшăннă. Çакă - пур нумай ачаллă çемьесене педагогика енĕпе чăрмавсăр пулăшмалли тытăм.


Раççей Правительствин вице-премьерĕ Ольга Голодец пĕлтернĕ тăрăх Чăваш Республикин проектне "Çынлăх" номинацире чи лайăххи тесе йышăннă, ЧР Пуçлăхне Михаил Игнатьева çĕнтерỹçĕ дипломне панă.


Банк пулăшăвĕ пысăк

Пĕтĕм тĕнчери "Сочи-2014" инвестици форумĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раççей Перекет банкĕн правленийĕн председателĕ тата президенчĕ Герман Греф банкпа республика тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ.

Килĕшĕве алă пуснă хыççăн журналистсем унăн усси пирки ыйтнине хуравласа Герман Греф Чăваш Ен кризис тапхăрĕнче ипотекăна субсидилемелли опытпа усă курнă пирвайхи регионсенчен пĕри пулнине аса илтернĕ.


"Çак опыт хăйне тỹрре кăларчĕ, эпир федерацин мĕн пур субъекчĕпе çавнашкал килĕшỹсем тума пуçларăмăр. Перекет банкĕ Чăваш Ен Правительствипе нумай çул çыхăну тытса тухăçлă ĕçлет, çак килĕшỹ регион аталанăвне пулăшасси пирки иккĕленместĕп".


Ипотека кредичĕсен процент виçине субсидиленине кура Чăваш Енре çак пулăшу ĕçĕсемпе усă куракансен шучĕ палăрмаллах ỹснĕ. 2011 çулта пĕтĕмпе 4,8 млрд тенкĕлĕх 5,9 пин ытла ипотека кредичĕ панă. 2013 çулта вĕсен шучĕ 9,1 пинрен иртнĕ - 10,4 млрд тенкĕлĕх. Ỹсĕмсем 2014 çулта та пур.

Регионсем çывăхланаççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ямал-Ненец автономи округĕн кĕпернаттăрĕпе Дмитрий Кобылкинпа пенсие тухнă, пурăнмалли вырăна улăштарас кăмăллă граждансене куçармалли программăна пурнăçлас енĕпе çыхăну тытса ĕçлессине сỹтсе явнă. РФ промышленноçпа суту-илỹ министрĕпе Денис Мантуровпа тĕл пулса ЧР Министрсен Кабинечĕ тата асăннă министерство тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă.

Килĕшỹсене алă пуснисем регионсен тачă çыхăну тытса ĕçлемелли майсем анлă пулнине палăртнă. Севастополь хулин кĕпĕрнаттăрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан, хула правительствин председателĕ Сергей Меняйло палăртнă тăрăх, вырăс морякĕсен мăнаçлăхĕ шутланакан Севастополь Раççейĕн мĕн пур регионне çыхăнтарса тăрать. Кунта мĕн пур халăх çыннисем, çав шутра Чăваш Ен представителĕсем служба тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланă, пурнăçлаççĕ, малашне те пурнăçлĕç.

Рейтинг - тĕрĕс хаклав

"Сочи-2014" программăпа килĕшỹллĕн Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Раççейри ЖКХ" уйрăм çынсем ивестици хывмалли çĕнĕ условисем" дискуссие, рейтинг комитечĕн уçă ларăвне хутшăннă.

Рейтинг комитечĕн уçă ларăвĕнче РФ субъекчĕсенчи инвестици климачĕн наци рейтингĕн пилот тапхăрне пĕтĕмлетнĕ. Рейтингăн пилот тапхăрне федерацин 21 субъекчĕ хутшăннине палăртнă. Унта - 54 кăтарту. Регионсене вĕсем тăрăх хакланă. Сăмах илнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ çак рейтинг федераци субъекчĕсене хăйсен вăйлă та хавшак енĕсене объективлă хаклама пулăшни çинчен каланă. "Чăваш Енĕн çут çанталăкăн пысăк ресурсĕсем çук. Тĕп вырăнта - çынсем, ăс-хакăл капиталĕ. Çавăнпа инвестицисене çыншăн хыватпăр", - тенĕ вăл.

 

Ытти ыйтусене те сỹтсе явнă

Энергетика министрĕпе Александр Новакпа курнăçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарти "Хĕвел" ОООри хĕвел модулĕсен производстви, çавăн пекех электротехника промышленноçĕн аталанăвĕ пирки сăмах пуçарнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх импорта вырăнти продукципе улăштармалли политикăна тĕпе хунă май Шупашкарти предприятисем потребительсене паха электротехника продукцийĕпе тивĕçтерме хатĕр, вăл чикĕ леш енчи паллă компанисен таварĕсемпе те тупăшма пултарать. Александр Новак çывăх вăхăтра Чăваш Ене килме шантарнă.

Михаил Игнатьев Александр Мень строительство министрне республикăра граждансене юхăннă çуртсенчен куçармалли программăна мĕнле пурнăçлани çинчен каласа панă.

Чăваш Республики çавăн пекех федерацин "Раççей çемйи валли - çурт-йĕр"программине пурнăçлама хастар хутшăнать.

Транспорт министрĕпе Максим Соколовпа Михаил Игнатьев çул-йĕр аталанăвĕн ыйтăвĕсене, федерацин М-7 трассине реконструкцилессине сỹтсе явнă. Максим Соколов 2018 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне федерацин республика территорийĕнчи пĕтĕм çул-йĕрĕ 1В категорие тивĕçтерессине çирĕплетнĕ. Çавăн пекех 2016 çулта Сăр урлă тепĕр кĕпер хывма пуçлассине шантарнă.

Сăн ỹкерчĕкре: Михаил Игнатьев тата Герман Греф тĕл пулу вăхăтĕнче.



Елчĕк ен хаçачĕ
20 сентября 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter