Пĕтĕм Раççейри "Нацисен кросĕ" чупу старт иртрĕ

Вырсарни кун, авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Пĕтĕм Раççейри "Нацисен кросĕ" чупу старт иртрĕ. Ку ăмăрту - пирĕн çĕр-шыври спорт мероприятийĕсенчен чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Чупу Чăваш Енре те иртрĕ, вун пĕрмĕш хут пулакан турнира пинĕ-пинĕпе çын тухрĕ, вĕсемпе пĕрле Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕп старт Шупашкар заливĕ хĕрринче пулчĕ. Кроса пур çын та хутшăнма пултарчĕ: ватти-вĕтти, çамрăкки-яшши... Кашни ушкăн тĕрлĕ дистанцире тупăшрĕ: ача-пăчапа аслă ӳсĕмрисем 1000 метр чупрĕç, арçынсемпе хĕрарăмсем - 8-12 километр, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç - 2000-4000 метр. Ăмăрту яланхи пекех VIP-чупуран пуçланчĕ, ертӳçĕсемпе депутатсем 2015 метра парăнтарчĕç. Çав кун Чăваш Ен тĕп хулинче тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе ирттерчĕç. Вĕсенчен пĕри - ирхи зарядка. Унта сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем паллă спортсменсемпе пĕрле тухрĕç.



21 сентября 2014
10:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter