Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Нацисен кросĕ» Пĕтĕм Раççейĕпе иртнĕ чупăва хутшăннă

Вырсарни кун Шупашкар кӳлмекĕнче иртнĕ «Нацисен кросĕ» пинĕ-пинĕпе çынна пухрĕ. Мероприятие чаплă лару-тăрура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев,  Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Раççей спорт мастерĕ, Лондонра иртнĕ Олимпиадăн бронза призерĕ Татьяна Архипова тата ытти пухăннă спортсменсем уçрĕç. Михаил Васильевич пухăннисене йăлана кĕнĕ спорт уявне хутшăнма кăмăл тунăшăн тав турĕ, ăнăçу сунчĕ. «Чăваш Ен çыннисем спорта юратаççĕ. Яланах çапла пултăр!» - тесе çирĕппĕн каланрĕ республика Пуçлăхĕ. Спорт уява пуçтарăннисене  юпа уйăхĕн 9-11-мĕш кунĕсенче Шупашкарта «Раççей — спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери форум иртесси пирки ырă хыпар çинчен каласа кăтартнă. Унтан Михаил Игнатьев тата Татьяна Архипова 2014 çулта Шупашкарта Европа чемпионатне ирттерессине ырласа йĕркеленĕ 2014 метрлă VIP-чупăва ертсе тухрĕç. Вĕсемпе пĕрле мĕн-пур спорта юратакансем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, районсемпе хула администрацисен ертӳçисем, Раççей спорт мастерĕсем тата ытти çынсем старта тухнă. Палăртма кăмăллă: «Нацисен кросне» хутшăнакансен йышĕ çулсерен ӳссех пырать. Кăçал ăна вунпĕрмĕш хут йĕркелесе ирттернĕ. Юлашки вăхăтра кун йышши мероприятисене Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче çеç мар, республика муниципалитечĕсенче те анлă йĕркелеççĕ. Тĕплĕнрех



22 сентября 2014
08:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter