Инвестици климатне хаклама май паракан наци рейтингне хутшăнма Чăваш Ен хатĕр

 Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сочире инвестици форумĕнче пулнă. Унта РФ субъекчĕсенчи инвестици климачĕ пилотлă тапхăрĕн ĕç кăтартăвĕсене сӳтсе явассипе ирттернĕ уçă ларăва хутшăннă.   Ĕçе стратеги инициативĕн агенствин эксперчĕсем, Раççейри регионсен ертӳçисем, бизнесменсем, «Сколково» Мускав шкулĕн ректорĕ Андрей Шаронов пухăннă. Тĕл пулу самантĕнче пухăннисем рейтингăн пилотлĕ тапхăрĕнче инвестици климатне тишкерес ĕçе федерацийĕн 21 субъекчĕ хутшăнма кăмăл тунине асăннă. Рейтинг  ĕçсен 54 кăтартăвне хакланă. Андрей Шаронов хăйĕн сăмахĕнче рейтинг чăн лару-тăрăва хакланине, инвестици илĕртӳллĕхне явăçтарма пулăшакан мел пулса тăнине палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче никама пăхăнман экспертсем  федерацийĕн субъекчĕсенче хак панине туйса илме тата начар е вăйлă енсене парăртма пулăшнине каланă. «Чăваш Енĕн çут çанталăкăн  пысăк пуян ресурссĕсем çук. Пирĕншĕн чи кирли – çынлăх, эпир пĕтĕмпех инвестицие çынна хыватпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Вăл çавăн пекех, тăтăшах ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва çирĕп мониторинг туса пынине каланă. «Паянхи предприятисенче, ĕçпе тивĕçтерекенсен ыйтаслăхĕ питĕ пысăк. Предприятисем хăйсене кирлĕ пек специалистсене хатĕрлес тĕлĕшпе, вĕсене теори енчен хатĕрлесе çитерме, практика ĕçĕпе паллаштарас тесе, тĕрлĕ центрсем хута яраççĕ. Производствăна хатĕр специалистсем каяççĕ, хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан тĕрлĕ йышши хатĕрсемпе те вĕсем лайăх ĕçлеме пĕлеççĕ», - тенĕ  республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ бизнес лару-тăрăвĕнчи ыйтусене те хускатнă. Хăш-пĕр ыйтусемпе çыхăннă мероприятисене регионсене нимĕн иккеленмесĕрех пама май пурри çинчен сăмах пуçарнă. Чăваш Ен инвестици климатне хаклама май паракан наци рейтингне хутшăнма хатĕр пулнине пĕлтернĕ. Тĕплĕнрех



22 сентября 2014
09:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter