Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе планерка ирттернĕ

 Авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе эрнесерен пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Чи малтанах ĕçе пуçличчен, Михаил Игнатьев авăнăн 14-мĕшĕнче, Чăваш Енре те пĕтĕм çĕршыври пекех Пĕрлехи суйлав кунĕ иртнине асăннă. Çак кун Красноармейски, Шупашкар тата Тăвай районĕсенчи çичĕ суйлав участокĕнче сасăлав иртнине каланă. Пĕрлехи суйлав кунĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене палăртнă. Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ, Шупашкар районĕнчи Çырмапуç, Тăвай районĕнчи Чăваш Чутей ял тăрăхĕсен пуçлăхсем суйланнă. Влаç органĕсенче ĕçлекен ертӳçĕсене тата Информаци ушкăнĕсене Галина Ефимовăна,  Рамиль Гельметдинова, Григорий Куклова ĕçре тивĕçлĕ пек ĕçлесе пыма вĕрентекен  методика пулăшăвĕсене пама сĕннĕ. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов хăйĕн доклатĕнче Чăваш Республикинче 2011-2020-мĕш çулсем валли йышăннă, шкул çулне çитмен ачасен вĕрентӳ тытăмне аталантарас программăпа килĕшӳллĕн, Чăваш Енре ĕç-пуç еплерех аталанса пыни çинчен каласа кăтартнă, строительство объекчĕсен лару-тăрăвĕпе паллаштарнă.  2011-2013 çулсенче Чăваш Республикинче 23 ача сачĕ хута янă, вĕсенче пурĕ 3870 ача хăйсен тавра-курăмне ӳстерет. Объектсене çĕнетме тата çĕнĕрен хута яма 1 млрд. 649 млн. тенкĕллĕх тăкакланнă. 2014 çулта авăн уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне, ача садне черете тăратнă 13,7 пин пепкене шута илнĕ. Виçĕ çултан иртнĕ ачасен хисепĕ, садике черет тăрас текенсем, Шупашкар, Канаш хулисенче, Вăрнар, Красноармейски, Муркаш, Улатăр, Вăрмар, Каçал ен, Куславкка районĕсенче йышлă.  Кăçалхи çул 14 ача сачĕ хута яма палăртса хунă, вĕсенче пурĕ 2616 вырăн тупăнĕ.  Кăçал Çĕрпӳ районĕнче ача садне хута янă. Графикпа килĕшӳллĕн, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăрта, Вăрмар, Етĕрне, Тăвай районĕнче ĕçсем аван пыраççĕ. Графикран юлса ĕçлекенсем хисепĕнче: Шупашкар хулинче, Канаш районĕпе, Улатăр районĕнче. Вăраха тăсăлса кайнă ĕçсем: Вăрнар районĕпе Муркаш салинче тата Кугеçре. Чăваш Ен Пуçлăхĕ проектсене хатĕрлекен организацисене çирĕп асăрхаттарнă. Пахалăх енчен кирлĕ пек ĕçсене йĕркелеменни куç кĕретех.  Ача сачĕсене реконструкци тумалли проектсене тивĕçлипех пурнăçламаннишĕн ятланă. Çакнашкал пĕлсе ĕçлемен подрядлă организацисен лицензисене туртса илмеллине каланă. Чăваш Республикинчи ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Вячеслав Рафинов тата Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов Каçал ен районĕнче 1№-лĕ шкулта пулса иртнĕ пăтăрмахсем пирки чарăнса тăнă. Кĕçĕн классенче вĕрентекене, хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламаннишĕн, уголовлă ĕç пуçарни  хыпар пирки каласа хăварнă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ асăнă ыйтăва ашшĕ-амăшĕсемпе, вĕрентекенсен ушкăнĕсемпе тĕплĕн сӳтсе явма хушса хăварнă. 2014 çулта çулсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерни çинчен,  Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов паллаштарнă. Кăçалхи çул валли 2461,6 млн. тенкĕ укçа çулсене тирпейлеме пăхнă, вăл шутран, Чăваш Республикин Çул-йĕр фондĕнчен 2090,1 млн. тенкĕ. Кăçлал 8 уйăх хушшинче, пурĕ 99,34 км. тăршшĕ çулсене юсанă, 130 - çуртсен таврашĕнчи территорисене. Вăрмар районĕнче тата Етĕрне хулинче çĕнĕ çулсене сарса ĕçе кĕртнĕ.  «Пур ĕçсене те пахалăх енчен çӳллĕ шайра пурнăçламалла. Енчен те кăлтăксене тупса палăртсан, вĕсене подрядчиксен хăйсен тивĕçлипех юсаса çитермелле. Пĕтĕмпех ĕçре проектпа сметăна кĕртсе хăварнă строительство хатĕрĕсемпе усă курма тăрăшмалла», - тесе çирппĕн асăрхаттарса хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин Чăваш Республикинчен, сумлă делегаци, Пĕтĕм тĕнчери «Сочи-2014» инвестици форумне кайса килни çинчен чарăнса тăнă. Чăваш Республики Раççей Федерацийĕн промышленноçпа суту-илӳ министерствипе, Крым Республикипе пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пуснине тата çавăн пекех Чăваш Республики  Севастополь хулипе, Ставрополь крайĕпе, Ямал-Ненецкий автономиллĕ округпа, «Раççей Перекет банкĕ» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕпе пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пуснă пирки ырă хыпарсем çинчен чарăнса тăнă. Чăваш Енре эконом-каласлă çурт-йĕрсем хута ярасси тата ытти инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртесси ыйтусене хускатнă. Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников Пĕтĕм Раççейĕпе «Наци кросĕ -2014» чупăвăн кăтартăвĕсем пирки каласа хăварнă.  Пĕтĕм Раççейри "Нацисен кросĕ" чупу ăмăрту - пирĕн çĕр-шыври спорт мероприятийĕсенчен чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулнине палăртнă. Чăваш Енре çак мероприятие 59,5 пин ытла спорта кăмăл тăвакансем хутшăнине асăннă. Шупашкарта ăмăртусенче 16 пине яхăн çын хăйсен кăмăлне чупура тултарнине каланă.



22 сентября 2014
17:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter