Чăваш Енĕн тỹпи ỹсет

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Мускавра Раççей Патшалăх Канашĕн ларăвне хутшăннă. Унта ют çĕр-шывсем Раççее хирĕç санкцисем йышăнни çĕр-шывăн бизнесĕ çине мĕнле витĕм панине тишкернĕ. Çавăнпа халĕччен ют çĕр-шывсенчен илсе килнĕ таварсене хамăр патăмăртах туса кăларассине йĕркелемелле, технологи мелĕсене çĕнетмелле, регионсен экономикине аталантармалла, предприятисене аталантармалли нумай вăхăтлăх программăсене йышăнмалла, ВТО йĕркисем çине çĕнĕлле пăхмалла тесе палăртнă Раççей Президенчĕ В.Путин.

Çĕр-шыв ертỹçи федерацин органĕсене, регионсене ертсе пыракансене экономикăна аталантарма тĕрлĕ мелсемпе усă курма чĕнсе каланă. Çавăнпа кредитсене çăмăллатнă йĕркепе илме, инфраструктурăна çирĕплетмелли, пысăк квалификациллĕ кадрсем хатĕрлемелли майсем туса пама чĕнсе каланă.

Экономика кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Енре апат-çимĕç продукчĕсем, хими хатĕрĕсем, металлурги изделийĕсем, электричество, электрон тата оптика оборудованийĕсем туса кăларасси тĕп вырăн йышăнаççĕ. Çавăн пекех пусма-тавар, машинăсемпе оборудовани, транспорт хатĕрĕсем туса кăларакан предприятисене те аталантарма майсем çителĕклĕ.



Елчĕк ен хаçачĕ
22 сентября 2014
10:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter