"Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм Раççейри форума тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен Канашĕн ларăвне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелỹ комитечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

 Авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм Раççейри форума тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен Канашĕн ларăвне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелỹ комитечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Форума килнĕ хăнсене экскурси тата тĕрлĕ культура мероприятийĕсемпе паллаштармалли ĕçсен планĕпе Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов тĕплĕн каласа кăтартнă. «Спорт пурин валли те» массăлла спорт уявĕн тата ГТО Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн тестчĕсене йĕркелесе ирттермелли куна уçмаллин сценарине хатĕрлесе çитернине каланă. Республиикăри тĕрлĕ куравсемпе музейсен ĕç йĕркин графикне палăртса хунă. Мĕн пур культура учрежденийĕсенче тĕрлĕ культура программисене хатĕрлесе тăратнă. Юпа уйăхĕн 8-11-мĕш кунĕсенче театрсенче тĕрлĕ спектакльсем иртĕç, концерт программисем те ĕçе тытăнĕç. Форума хутшăнакансене валли культура мероприятийĕсене çӳреме ятарлă маршутсем, культура мероприятийĕсем тӳлевсĕр пуласси пирки асăнса хăварнă. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ, Шупашкар районĕн администраци пуçлăхĕ тата Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ хăйсен муниципалитетчĕсенче Форума еплерех хатĕрленсе пыни çинчен каласа кăтартнă. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илӳ министрĕ Владимир Аврелькин Форума килнĕ хăнасене апатлантармаллин, хăна çурчĕсенчи йĕрке пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.   Хăна çурчĕсене кĕтсе илекенсемпе ятарласа вĕретӳ ĕçне те йĕркелесе ирттернине каланă. Сувенир продукцийĕ, форум логотипĕпе усă курса хатĕрленĕ спорт тумĕ пирки каласа панă. Шупашкарти кашни хăна çуртĕнчех сувенирсем валли ятарлă вырăн уйăрнă. Унтах чăваш наци çипуçĕпе те паллашма пулĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи  Александр Иванов хăйĕн сăмахĕнче Раççей Федерацийĕн 85 регионĕнчен хăнасем килесси пирки асăннă, унсăр пуçне тĕрлĕ министерствăсенчен 75 ертӳçĕ, физкультурăпа спорт управленийĕн представительĕсем килсе çитессине палăртнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ -строительство министрĕ Олег Марков "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери  форума кĕтсе тавралăха тирпей илем кӳртессипе ĕçленин кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ мĕн пур палăртса хунă ĕçсене вĕçлесе пымаллине каланă. Палăртнă форум кунĕсенче маршутсене тăтăшах пĕлтерсе тăмалла, ăçта вăхăтлăха чару пулнине, çынсене асăннă мероприятийĕн йĕрки çинчен тĕплĕн паллаштармаллине çирĕп асăрхаттарса хăварнă Пуçлăх. Тĕплĕнрех



23 сентября 2014
08:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter