Республикăри тĕрĕслевпе сăнав органĕсем ĕç тăвакан влаç органĕсене сăлтавпа та, сăлтавсăр та куçран вĕçертменни пăшăрхантарать

Паян, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне тишкерекен ведомствăсен хушшинчи комисси ларăвĕн ĕçне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă.  Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче республикăри тĕрĕслевпе сăнав органĕсем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене ĕçре кирлĕ пек сĕнӳсем парса пулăшса пымаллине асăннă. Республикăри тĕрĕслевпе сăнав органĕсем пĕр вăхăт ĕç тăвакан влаç органĕсене, ку тытăмра тăрăшакансен шухăшĕпе - сăлтавпа та, сăлтавсăр та - куçран вĕçертменни пурне те пăшăрхантарать. Тĕрĕслевпе сăнав органĕсен инструкци çине çырнă пек пĕтĕмпех ĕçе йĕркеленисĕр пуçне,  тепре чухне чăнлăхри пурнăçпа тӳр килсе ĕçлеме тăрăшмалла. Тĕрĕслевсене сăлтавсăрах çине çинех йĕркелени, тĕрĕслекен-сăнакан орган, сăмахран, ял тăрăхĕн бюджечĕ чухăн пулнине шута илме тăрăшмасть тата йăнăша тӳрлетме питĕ сахал вăхăт уйăрать иккен.  Çĕрсемпе çыхăннă йывăрлăхсене татса парассин ĕçне хăвăртлатмаллине палăртнă. Ял хуçалăхĕнче усă курма уйăрнă çĕр лаптăкĕсене, пусă çаврăнăшне кĕртсе хăварассине çирĕп тĕрĕслеве илмелле. Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев тĕрĕслевпе сăнав органĕсен ĕç-хĕлĕн çур çуллăхри ĕç кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă, икĕ енлĕ килĕшӳ ĕç тăвакан влаç тытăмĕсемпе тĕрĕслесе тăракан органсен хушшинчи çыхăнăва лайăхлатнине палăртнă. Тĕпре - должноçри çынна явап тыттарасси мар, ытларах - профилактика ирттересси. Планланă тата планламан тĕрĕслевсен шучĕ палăрмаллах чакнине каланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи ведомствăсен хушшинчи комисси  лару-тăрăва çирĕп тĕрĕслесех тăрать. Ларура, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тĕрĕслев ĕçĕсене йĕркелесе ирттернин ĕç кăтартăвĕсем пирки, Федерацин ветеринарипе фитосанитари асăрхав службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертӳçин ĕçне вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Алексей Пальки, Чăваш Енри Ростехнадзор Атăлçи управленийĕн ертӳçин çумĕ Андрей Данилов, Федерацин патшалăх шута илĕвĕн, кадастрпа картографи службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертӳçи  Екатерина Карпеева, Федерацин монополие хирĕçле службин Чăваш Ен – Чăваш Республикинчи управленийĕн ертӳçи Вячеслав Борисов тĕплĕн паллаштарнă. Тăтăшах тĕл пулакан йĕркене пăснă тĕслĕхсене, муниципаллă заказа тума йĕркеленĕ конкурссенче кăлтăксем тупăннине, нумай чухне влаç органĕсенче ĕçлекенсемпе  бизнес тытăмĕнче вăй хуракансен шухăшĕ пĕр килменнине палăртнă ларăва пухăннисем. «Енчен те предпринимательсем ача сачĕсене хута яма конкурссра ирĕк çĕнсе илнĕ пулсан, вĕсен часрах хăйсене валли тупăш илессишĕн тăрмашаççĕ, анчах та ачасене хăвăртрах хăтлă та илемлĕ çурта кĕртсе ярас ыйту вĕсемшĕн пачах куçран вĕçертĕнет», - тенĕ Михаил Игнатьев.   Социаллă объектсене хута ярассипе  графика пăхăнса ĕçлемен предпинимательсен списокне хатĕрлесе, вĕсене çирĕп тĕрĕслесе тăмаллине каланă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ  Светлана Енилина республикăран уйăракан укçа-тенкĕпе Улатăр, Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă районĕсем еплерех усă курнин кăтартăвĕсем çинчен каласа кăтартнă. Ĕçре тăтăшах тĕл пулакан кăлтăксем пирки асăнса хăварнă. Çапах та, пĕтĕмĕшле илес пулсан вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче йĕркене пăснă тĕслĕхсем сахалланнине, ĕçлеме куç кĕретех вĕренсе  пынине палăртнă. Тĕплĕнрех

 



23 сентября 2014
17:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter