Çамрăк инспекторсем йĕркене хăнăхтараççĕ

Юлашки çулсенче автотранспорт шучĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Ялсенче те вĕсен хисепĕ пĕчĕк мар. Çакă çул-йĕр çинче инкексен шучĕ ÿсни çине те витĕм кÿрет. Статистика палăртнă тăрăх, аварисем ытларах транспортсен пысăк магистралĕсенче мар, пĕчĕк çулсем çинче, чарăнусем çывăхĕнче пулса иртеççĕ. Чи пăшăрхантараканни вара - инкексенче ачасем суранланни. Сăлтавĕ - шкула çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пĕлменни е хăрушлăх вĕсене пырса тивмессе шанса ятарлă йĕркесене пăхăнманни.

Элĕк районĕнчи Юнтапа вăтам шкулĕ федераци пĕлтерĕшлĕ автоçул çывăхĕнчех вырнаçнă. Вĕренекенсен кулленех çул урлă каçса çÿреме тивет. Асăннă вĕренÿ учрежденинче ăс пухакансемпе çул-йĕр правилисене хăнăхтарас тĕллевпе мĕнле ĕç туса ирттереççĕ; Çак ыйтăвăн хуравне тупас шутпа Юнтапана çитрĕм те.

Çитĕнекен ăрăва çул-йĕр правилисене вĕрентес, вĕсене пăхăнма хăнăхтарассипе кашни класс ертÿçиех тимлет кунта. Тăтăшах право сехечĕсем иртеççĕ. Кунсăр пуçне Юнтапа вăтам шкулĕнче «Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн çамрăк инспекторĕ» кружок 6-7 çул ĕçлет. Кунта кĕçĕн тата вăтам классенче пĕлÿ илекенсене явăçтараççĕ. Малтанхи вăхăтрах ăна директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Елена Александровна Александрова ертсе пынă пулсан, халĕ пĕр-икĕ çул ку кружока шкулта ачасене тракторпа тата çăмăл машинăпа çÿреме хăнăхтаракан Виталий Иванович Максимова шаннă.

- Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне план туса хатĕрленĕ. Пулас инспекторсем тăтăшах çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн инспекторĕсемпе курнăçаççĕ, калаçусем ирттереççĕ. Чи кĕçĕннисемпе вăйă урлă çул çинче хамăра мĕнле тытмаллине вĕренетпĕр. Ÿкерчĕксен конкурсĕсене ирттеретпĕр, пĕчĕк калавсем çыратпăр, çул çинче сиксе тухма пултаракан тĕрлĕ саманта тишкеретпĕр, - каласа парать педагог.

Çамрăк инспекторсене валли шкул территоринче ятарлă вырăн та уйăрнă. Кунта тĕрлĕ пăтăрмахсене çĕнтерсе велосипедпа каймалла. Çав вăхăтрах çул-йĕр правилисене те тĕпе хумалла. Виталий Иванович çапла майпа вĕренекене водитель вырăнĕнче пулма, çул çинчи лару-тăрăва унăн куçĕпе хак пама май парать. Çуран çÿрекен мĕнле йăнăш туни кун пек чухне аванрах курăнать. Водитель вĕренекен ытти чухне хăй те правилăсене çирĕп пăхăнасси çине витĕм кÿрет, - тет вĕрентекен.

Кружока çÿрекенсем пуçламăш медицина пĕлĕвĕ те илеççĕ. Пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама хăнăхаççĕ. Çакă, паллах, шкул ачине тĕрлĕ лару-тăрура хăйне шанчăклăрах туйма май парать.

- Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн пулас инспекторĕсем вĕренÿ çулĕ тăршшĕпе хăйсен уйрăм кĕтесне хатĕрлеççĕ. Çул-йĕр правилисене вĕренеççĕ. Çÿлерех палăртрăм ĕнтĕ, çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн инспекторĕсемпе тĕл пулаççĕ. Хамăр патри медицина ĕçченĕсем вĕрентнипе пулăшу пама хăнăхаççĕ. Тĕрлĕ конкурсра хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеççĕ, - кружок ĕç-хĕлĕпе паллаштарать Виталий Максимов.

Çул çинче хăйсене мĕнле тытмаллине хăнăхнă ачасем ку пĕлĕве ыттисем хушшинче сарассипе те сахал мар ĕç тăваççĕ. Кружок членĕсем хăйсен ĕçне тантăшĕсене явăçтараççĕ, ăнлантараççĕ. Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн инспекторĕсемпе рейда та тухаççĕ. Республика шайĕнчи конкурссене те хутшăнаççĕ юнтапасем. Иртнĕ çулсенче акă çамрăк инспекторсем хăйсен тантăшĕсен йышĕнче палăрнисем те пулнă.

Чи пĕлтерĕшли вара - çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн çамрăк инспекторĕсем профилактика ĕçне лайăх йĕркеленĕрен Юнтапа тăрăхĕнче вĕренекенсем инкеке лекни, велосипедпа суранланни пулманни. Ку вара педагогсемпе активистсен пĕрлехи тивĕçĕ. Çамрăк инспекторсен кружокĕ ĕçлеме пуçланăранпа темиçе ушкăн вĕренсе тухса кайнă. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри малашехи профессие право енĕпе çыхăнтарса суйлани те пур.

 



23 сентября 2014
08:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter