Элĕк районĕ: патшалăх пулăшу парать

Чăваш Енре ял тăрăхĕсенче пурăнакансене хушма хуçалăха аталантарма патшалăх пулăшу парать. «Агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ» нацпроектпа районта 4305 çын 652 миллион та 442 пин тенкĕ кредит илнĕ. Элĕк (69 процент), Крымсарайка (53,8 процент), Тени (51 процент) ял тăрăхĕсенче çак çăмăллăхпа ытларах усă кураççĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе çынсем ял хуçалăх техники, выльăх туянаççĕ, выльăх фермисем çĕклеççĕ е киввисене юсаса хăтлăх кĕртеççĕ.



23 сентября 2014
08:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter