Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ

Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ. Чăваш Республикин экономика министрĕ  Владимир Аврелькин Чăваш Республикин административлă право йĕрки çинчен калакан саккуна çĕнĕлĕхсем кĕртме ыйту тăратнă. Аттракцион техникисен правилисемпе вĕсемпе усă курмаллин йĕркине пăснишĕн административлă майпа явап тыттарасси пирки калаçу пуçарнă.   Çакнашкал йĕркене çирĕплетсе хăварни, тĕрлĕ хатĕрсемпе пĕлсе усă курма хистет. Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников физкультурăпа спорт çинчен калакан саккунăн 10,11-мĕш статйисене ылмашусем кĕртме сĕнет. Раççей Федерацийĕнче спортăн тăватă тĕсне наци спорчĕсем тесе официаллă майпа йышăнса хăварнă. Вĕсенчен пĕри – Чăваш Енре аталанса пыраканни – кĕрешӳ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - строительство министрĕ Олег Марков хăйĕн доклатĕнче 2011-2013-мĕш çулсенчи строительство тытăмĕн ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, Чăваш Енре 2500 предприяти ытла шутланать, вĕсенче 25 пин ытла çын вăй хурать. 2011-2013-мĕш çулсенче «Строительство» тытăмĕ 83 млрд.  ытла тенкĕллĕх ĕç пурнăçланă. Асăннă çулсенче 2,5 млн. кв. м çурт-йĕр хута янă, кăçалхи çул 8 уйăх хушшинче - 383,8 пин. кв. м  чухлĕ çурт-йĕр çĕклесе лартнă, пĕлтĕрхи çул çак тапхăрпа илес пулсан, самай кăçал ытларах ĕçлени савăнтарать.   Атăлçи Федераллă округпа илес пулсан, Чăваш Республики çынсене хваттерпе тивĕçтерессин кăтартăвĕпе чи лайăххи шутланать.  Çурт-йĕр строительствин ĕç-хĕлĕнче эконом-класслă хваттерсем хута ярасси çине ытларах тимлĕх уйăрни сисĕнет. 2012-2013-мĕш çулсенче 672,8 пин. кв. м чухлĕ эконом-класслă хваттерсем хута янă. 2014 çулта 8 уйăх хушшинче 125,8 пин кв.м. чухлĕ çурт-йĕр çавăрма май килнĕ. Раççей  Строительство министерствипе тачă çыхăнса ĕçленине кура, 2014 çулта Чăваш Ен, Раççей çемьисене çурт-йĕр, программăна кĕрсе юлнă.  Çак палăртнă программăпа килĕшӳллĕн, 2017 çул утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен 210 пин кв.м.эконом-класслă хваттерсем хута яма ирĕк илнĕ, хваттерĕн пĕр кв.м. хакĕ 30 пинрен ытла пулмĕ. Çакна пула, республикăри 5 пине яхăн çын хваттерсене туянса  савăнĕ. Министр доклатне итленĕ хыççăн, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев проектсене хатĕрлекен организацисен ĕçне критиклесе илнĕ, вĕсен ĕçне ытларах тимлĕх уйăрмаллине каланă. Проектсене кирлĕ пек пĕлсе пурнăçламанни куç-кĕретех. Çавăнпа та чи малтанах, проектсене йышăнса çирĕплетиччен, çивĕчрех тĕрĕслесе тухма хушса хăварнă. Проектсемпе ĕçлекен организацисенче специалистсен пĕлӳ шайне ӳстерсе пырсан та ытлашши пулмĕ. Паянхи ларура Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков тавралăха тирпей-илем кӳртес енĕпе çулсеренех йĕркелесе ирттерекен конкурс ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă.  Çĕнтерӳçĕсене валли пурĕ республика бюджетĕнчен  582,6 пин тенкĕ укçа-тенкĕ те пăхса хăварнă. Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин çĕрсемпе çыхăннă ыйтусем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Хуçалăхра усă курмалли çĕр лаптăкĕсенче, ĕç хучĕсене йĕркене кĕртсе пĕтермесĕрех çулсем сарни пăшăрхантарать. Çакнашкал тĕслĕхсем Улатăр, Красноармейски районĕсенчи ял тăрăхĕсенче ытларах.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев район администрацийĕсен пуçлăхĕсене çĕрсемпе çыхăннă ыйтусене çивĕч тĕрĕслесе тăма сĕннĕ.  «Тепре чухне ятарласа пĕчĕк хаксемпе çынсем çĕрсене илсе юлаççĕ те, каярах пысăкрах хакпа сутса, халăха шар кăтартаççĕ», - тесе пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Паянхи ларура электронлă майпа пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлемелли ĕç хутне те сӳтсе явнă. «Халăх тĕрĕслевĕ» информаци ресурссĕ çинчен канашланă. Ларура 2015 çулта пенсионерсен пурăнмалли чи пĕчĕк укçа виçине те йышăннă, вăл - 5771 тенкĕ пулĕ. Республика Пуçлăхĕ,  инфляци пулас пулсан, укçан виçине Правительство çĕнĕрен те пăхса тухма пултарасси пирки каласа хăварнă.



24 сентября 2014
17:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter