Палăртни йăлтах пурнăçлантăр

Правительство çуртĕнче "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форума тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелỹ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Спорт форумне хутшăнакансем валли культура мероприятийĕсемпе экскурсисем йĕркелесси пирки культура министрĕ Вадим Ефимов каласа кăтартнă. Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тỹремре иртекен "Спорт - пурин валли те" уявра спортсменсем хăйсен ăсталăхĕпе, чи лайăх пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшипе паллаштарасси пирки палăртса каланă вăл. "Уяв чи çỹллĕ шайра иртессе шанатпăр", - тенĕ Вадим Петрович.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков Пĕтĕм Раççейри ГТО нормативĕсене йышăнмалли Пĕрлехи куна йĕркелес, экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне хутшăнакансен тата хăнасен апатланăвне йĕркелес, вице-премьер - строительство министрĕ Олег Марков Спорт форумĕ тĕлне территорисене хăтлăх кỹрес, çул хĕррисенчи объектсене тирпейлес ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева пĕлтернĕ тăрăх паянхи кун тĕлне массăллă информаци хатĕрĕсенче "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форума халалланă 9000 ытла материал кун çути курнă. Роликсене çĕнетсех тăраççĕ. Халĕ хăнасем валли Чăваш Республики пирки буклет хатĕрлеççĕ.



Елчĕк ен хаçачĕ
24 сентября 2014
09:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter