Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев машинӑсем тӑвакан отраслӗн ӗҫченӗсен кунне халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятие хутшăннă

 Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев машинӑсем тӑвакан отраслӗн ӗҫченӗсен кунне халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятие хутшăннă. Асăннă мероприятие Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата ытти официаллă хăнасем пуçтарăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  хăйĕн сăмахĕнче, машинӑсем тӑвакан отрасль Чӑваш Ен промышленноҫӗн тӗп пайӗ пулса тӑнине каланă. Юлашки çулсенче палăртнă тытăмра ӳсĕмсем пулнине палăртнă. Пирӗн машинӑсем тӑвакансен ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхне, вӗ­сем хӑйсен ӗҫне пысӑк яваплӑхпа пурнӑҫланине пула, республикӑри предприятисем лайӑх пахалӑхлӑ тата шанчӑклӑ продукцисем туса кӑла­рнине асăннă. «Аса илес пулсассăн, 20-30 çул каялла ĕçленипе танлаштарсан, паян пĕтĕмпех çĕнĕлле технологи вăй илсе пырать. Кирлĕ пек пысăк проектсем пурнăçланаççĕ,  производствăна çамрăк ăста специалистсем килсе пыраççĕ. Предприятисенче тимлекенсен ĕç укçин шайĕ те ӳссех пыни пуриншĕн те кăмăллă», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Паллах, паянхи куна палăртнă тытăма модернизацилес ыйту çав-çавах кун йĕркинчех, ăна валли хушма укçа-тенкĕ тупасси те. Уяв ячĕпе, пухăннисене саламланă май, Михаил Игнатьев ĕçре уйрăммăн палăрнисене Раççей Федерацийĕн тата Чăаш Республикин   патшалăх наградисене парса хисеп тунă, ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, ырӑ шанӑҫ, ырлӑхпа телей суннă.  Тĕплĕнрех 



25 сентября 2014
18:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter