Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи 2012-2017 çулсенче ачасен интересĕсемпе пурнăçламалли Наци стратегине тытса пырассипе ĕçлекен Координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2012-2017-мĕш çулсем валли йышăннă ачсен интересĕсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă наци стратегине пăхса тăракан Координаци канашĕн кулленхи ларăвне ирттернĕ.  Чăваш Енри ачасен пултарулăхне еплерех аталантарса пырасси пирки Чăваш Республикин культура министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Татьяна Казакова тĕплĕн каласа кăтартнă.  Республикăри, 5 çултан пуçласа 18 çула çиртнĕ ачасенчен, 62 проценчĕ 2014 çул авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне, хушма пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан програмăсемпе килĕшӳллĕн аталанса пынине палăртнă. Чи кирли, паян ачасене тĕрлĕ шайри конкурссене хутшăнтарса пырасси пулнине асăннă.  Çулсерен 2 пине яхăн ача пĕтĕм тĕнче, Раççей, регионсем шайĕнчи мероприятисене хутшăнса, тĕрлĕ конкурс çĕнтерӳçисем пулса таврăннине палăртнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăк ăрăва патриотла воспитани парасси, патшалăхăн тĕп  çул-йĕрĕсенчен пĕри пулнине каланă. Нумай çулсем иртнĕ çемĕн, пуçласа ачасен ӳнер шкулĕсене, тата ытти вĕренӳ учрежденийĕсене кĕвĕ инструменчĕсемпе тивĕçтернине палăртнă. «Юлашки çулсенче ачасен пултарулăхне аталантарассипе сахал мар ĕçсем йĕркелесе ирттернĕ. Ачасен пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕн аталанса пырать. Мал ĕмĕтлĕ ачасен хисепĕ ӳссех пырать, вĕсен пуçаруллăхĕ куç кĕретех пуриншĕн те кăмăллă», - тесе çирĕппĕн каланă республика Пуçлăхĕ. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хăйĕн сăмахĕнче, хулари кĕвĕпе ӳнер шкулĕсенче ачасене тӳлевсĕрех вĕренме ирĕк панине каланă. Паллах, сахал тупăшлă çемьесенче ӳсекен ачасене палăртнă шкулсене ытларах явăçтарма тăрăшнă. Конкурсспа килĕшӳллĕн, чи ăста та пултаруллă ачасем вĕреннине каланă. Элĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - социаллă ыйтусемпе ĕçлекен Эдуард Николаев тата Çĕнĕ Шупашкарти «Ачасен ӳнер шкулĕ» ДОД МБОУ директорĕ Ольга Петрова ларура хăйсен доклачĕпе паллаштарнă. Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Вăрмар, Çĕрпӳ районĕсен администраци пуçлăхĕсем шкулсенчи канашсен, физкультурăпа спорта ытларах ачасене явăçтарассине, ашшĕ-амăшĕсемсĕр тăлăха юлнă ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтересси тата ытти хăш-пĕр ыйтусем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ ларăва пĕтĕмлетнĕ май, çемьесенче тăнăçлăха упрассине, ашшĕ-амăшĕн хӳтлĕхĕсĕр юлнă ачасене çирĕп пăхса тăрассине, мăшăрсене уйрăлассинчен ыйтăва та çирĕп тĕрĕслесех тăмаллине уйрăммăн палăртса хăварнă. "Кулленех пурнăçра ырлăха, чунлăх, пĕрне-пĕри ăнланни, килĕшӳ хуçаланса пыччĕр", - тенĕ пухăннисем.   Тĕплĕнрех

 



25 сентября 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter