Чуна çĕклерĕ, ăшă туйăм çуратрĕ

«Выля, хуткупăс, янра - такмак» ятпа 5 çул хушши ĕнтĕ Вăрмарти Культурăпа кану центрĕ йĕркеленипе районти хуткупăс ăстисемпе такмакçăсен конкурсĕ иртет.

Кăçал та вăл поселокри тĕп площадьре ылтăн кĕркуннен ытармалла мар хитре те хĕвеллĕ кунĕнче иртрĕ. Хĕвел çинче сап-сарă та хĕрлĕ тĕспе куçа илĕртекен çулçăллă йывăçсен илемĕ кĕвĕ-юрă çеммисемпе питĕ килĕшсе тăчĕ. Çавна май конкурса хутшăнакансен, курма килнисен кăмăлĕ те çĕкленÿллĕ пулчĕ. Хăйсен пултарулăхĕпе 50 ытла купăсçă-баянистпа такмак каласа юрлакансем паллаштарчĕç. 2014 çула Раççейре те, республикăра та культура çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ май, ытти çулсенчисемпе танлаштарсан вăл татах та çĕкленÿллĕрех, кăмăллăрах иртрĕ.

Мероприятие хутшăнакансем те пĕр-пĕр парне е приз илессишĕн ăмăртнă пек туйăнмарĕ. Уяв, чунри уяв хĕлхемĕ вĕсене, куракансене, савăнăç кÿме хавхалантарчĕ тени тĕрĕсрех пулать пулĕ. Апла пулин те, конкурс-конкурсах, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов, ертсе пыракан жюри членĕсем - чи пултаруллисене палăртма çăмăлах пулмарĕ пулин те - уйрăмах хастаррисене палăртрĕç. Юрий Васильевич чи малтанах пурне те активлă пулнăшăн, тăван культурăна чунтан парăннăшăн тата пултарулăх шайне çулсерен ÿстерсе пынăшăн тав турĕ.

Фестиваль-конкурсра мала тухнисене район администрацийĕн пуçлăхĕн, райадминистрацин культурăпа спорт тата архив ĕçĕн пайĕн, Раççей пенсионерĕсен тата районти ветерансен Канашĕн дипломĕсене тата хавхалантару призĕсене парса чысларĕç.

«Чи лайăх купăсçă» ята Николайпа Владимир Гавриловсем ?Пысăк Енккассинчи информаципе культура центрĕ%, «Чи лайăх такмакçă» ята М.Андреева ?Кĕтеснерти информаципе культура центрĕ% тивĕçрĕç. Вăрмарти культурăпа кану центрĕнчи «Капельки» ташă ушкăнĕн чи çамрăк солистки те парнесене тивĕçрĕ. Жюрин ятарлă призне вара «Сарнар» халăх фольклор ушкăнне çÿрекенсене ?Пысăк Енккассинчи информаципе культура центрĕ% пачĕç.

Çынсене савăнтаракан, тăван культура тавра çыхăнтаракан уяв малалла та иртĕ, эппин эпир халăх юрри-такмакĕсемпе, купăсçă-баянистсен ăсталăхĕпе малашне те киленсе кăмăла çĕклĕпĕр. Çамрăк талантсем вара тупăнса, çирĕпленсе пырасси пирки пĕр иккĕленÿ те çук.

(Вăрмар районĕ)

 



25 сентября 2014
09:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter