Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти суту-илӳ предприятийĕсен ĕçĕсемпе паллашнă

 Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле  Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов Шупашкарти суту-илӳпе обществăлла апатлану предприятийĕсене çитсе килнĕ, вĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашнă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ хамăр тăрăхра, Чăваш Енре, калăпланса тухакан таварсем пуррипе çукки пирки кăсăкланнă, уйрăмах кафе тата ресторансенче усă курнипе курманни çинчен ыйтнă. Ĕçлĕ визитпа хулара çӳренĕ май, Шупашкарти суту-илӳ предприятийĕсем çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» спорт форумне еплерех хатĕрленсе пынин ĕç кăтартăвĕпе паллашнă.  Гагарина урамĕнчи «Парус» кафере, К.Иванов урамĕнчи «Смак» лавкка тата «Евразия» кафе ĕçĕсемпе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăмăллă юлнă. Кунта çӳрекенсене валли çителĕклĕ таран тĕрлĕ апат-çимĕç таварĕсем пулнине палăртнă. «Смак-Гурмэ» суту-илӳ сечĕн генеральнăй директорĕ Александр Никоноров вĕсен таварĕсенчен 80 проценчĕ Чăваш Енре калăпланса тухнине асăннă. Апатсем пахалăх енчен таса, çын сывлăхĕшĕн çиме усăллă пулнине каланă. «Россия» хăна çурчĕн ĕçĕпе те паллашнă. Кунта республика Пуçлăхĕ тавлалăха тирпей-илем кӳртесси çине ытлароах тимлĕх уйăрма хушса хăварнă. Апат валеçнĕ чухне, официантсен апата мĕнрен хатĕрленине лайăх пĕлсе тăмаллине  асăрхаттарса хăварнă. «Мега Гелакси» суту-илӳпе тĕрлĕ кану комплексĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев волонтерсем еплерех форума хатĕр пулнипе кăсăкланнă. Ĕçлĕ çул çӳреве пĕтĕмлетнĕ май, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев таварсем туянмалли рынока тĕрĕслесе тăрасси - кулленхи ыйту пулнине палăртнă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕ ӳссе ан кайтăр тесен, конкуренци йĕркелеме каланă. «Чăваш Енре ял хуçалăх таварăсен хакĕ ытти регионсемпе танлаштарсан яланах пĕчĕкрех. Эпĕ, паян тепĕр хутчен хам куçпа курса ĕнентĕм. Чăнласах та ял хуçалăх таварĕсем лавккасенче çителĕклĕ таран. Пахалăх енчен те çӳллĕ шайра пулни куç кĕретех. Хаксем пĕчĕк пулни - сахал тупăшлă çемьесемшĕн питĕ вырăнлă», - тесе пĕтĕмлетнĕ хăйĕн калаçăвне Михаил Игнатьев. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне хутшăнма кăмăл тунисем РФ тĕрлĕ регионĕсенчен, ют çĕр-шывсенчен 4 пине яхăн хăнасем  килсе çитме кăмăл тунине асăннă. «Форума хутшнакансен туйăмĕ çĕкленӳллĕ пуласси -  эпир ырă кăмăллă кĕтсе илнинчен пĕтĕмпех килĕ. Республикăн инвестици илĕртӳлĕхĕ ӳсĕ», - тесе çирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



25 сентября 2014
18:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter