Элĕк районĕ: тирпей-илем уйăхлăхĕ пуçланчĕ

Районта 2014 çулхи сентябрĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 25-мĕшĕччен ялсене санитарипе экологи тĕлĕшĕнчен тасатса тирпей-илем кÿрес енĕпе кĕрхи уйăхлăх тесе пĕлтернĕ. Ку енĕпе ĕçлеме йĕркелÿ ушкăнĕ çирĕплетнĕ. Уйăхлăхпа килĕшÿллĕн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, предприятисемпе организацисен ертÿçисене çывăхри территорисене тирпей-илем кÿрес, симĕслентерес енĕпе ĕçлеме сĕннĕ. Урамсене, çуртсен çывăхĕсене тасатса тирпейлеме, йывăçсемпе тĕмсем лартма çынсене массăллă явăçтармалла.

Çак мероприятисене граждансен пурнăç условийĕсене лайăхлатас, ялсене тасатса тирпейлес, симĕслентерес, район территорийĕнче тасалăхпа йĕрке пултăр тесе ирттереççĕ.



25 сентября 2014
13:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter