Шăмăршă районĕ: асаннесемпе кукамайсен ăмăртăвĕ

СЕНТЯБРĔН 25-мĕшĕнче, Васанти халăх музейĕ йĕркеленипе, ялти культурăпа кану центрĕнче, Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунне халалласа, "Чи маттур асаннесем" ятлă конкурс иртрĕ. Конкурса пилĕк кукамайпа асанне хутшăнчĕ. Вĕсем кунта вăйăсем вылярĕç, ăс-тăн енĕпе ăмăртрĕç, ташă-юрă енĕпе хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Кунсăр пуçне асаннесем хăйсем хатĕрленĕ чăваш халăхĕн наци апачĕсене епле ăста пĕçерме пултарнине те курса савăнтăмăр. Асаннесемпе кукамайсем хушшинче Людмила Архипова _ "Суппер асанне", Людмила Ельцова _ "Чи хастар кукамай", Нина Ларшникова _ "Чи сăпайлă кукамай", Елена Егорова _ "Чи тăрăшуллă асанне", Лидия Ефимова _ "Чи ĕçчен асанне" ятсене тивĕçрĕç. Вĕсене мăнукĕсем юрă-ташăпа, сăвăпа саламларĕç, ăмăртнă вăхăтра хавхалантарса тăчĕç. Куншăн вĕсене юратнă асламăшсемпе кукамăшсем парнесемпе чысларĕç. Уяв каçне Шăмăршăри исскуство шкулĕн вĕрентекенĕсем Татьяна Яковлевапа Светлана Кудряшова, Васанти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти пуçламăш классенче вĕренекенсем юрă-ташăпа илем кỹчĕç. Хăйĕн шăнкăрав пек уçă сассипе конкурса Алена Смаева ертсе пычĕ. Районти методика центрĕн ертỹçи Алина Петрова мероприятие лайăхпа хакларĕ. Васан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Юльин ватăсене çывхарса килекен уяв ячĕпе саламларĕ, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, ăнăçу сунчĕ.



26 сентября 2014
13:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter