Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлçи федераллă округри Канаш ларăвне хутшăннă

Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Оренбургра Атăлçи федераллă округпа Раççей Федераци Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич йĕркелесе ирттерекен округри Канаш ларăвне хутшăннă. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн ыйту – Атăлçи федераллă округри  регионсенче  вăтам професси вĕренĕвĕн тытăмне аталантарасси пулнă.  Çакнашкал темăна сӳтсе явасси, промышленноç предприятийĕсене модернизациление кура, специалистсене пысăк шайра хатĕрлесе, çĕнĕ шая çĕклесе пырассипе пĕтĕмпех çыхăннă.  Михаил Бабич хăйĕн сăмахĕнче Атăлçи федераллă округра професси илме вĕрентекен учрежденисем 829 шута илнине каланă, вĕсенче 520 пин вĕренекен хăйсен ăсне туптать. 128 пинĕшĕ, вĕсенчен рабочи специальноçне алла илме тăрăшать. Кун пек кăтарту, промышленноç предприятийĕсемшĕн йывăрлăх кăларса тăратма пултарать. Тата тепĕр йывăрлăх кăларса тăратакан ыйту – педагогикăра вăй хуракансен çулĕсем иртсе пыраççĕ, çынсем ватăлаççĕ. Калăпăр, вăтам професси вĕренĕвĕнче пенси çулне çывхаракансен хисепĕ 24 процентпа танлашать, çав вăхăтрах çамрăк педагогсем 30 çула çитменнисем пĕтĕмпе те 13 процент çеç. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Оренбург облаçĕн губернаторĕ Юрий Берг калаçнă. Атăлçи федераллă округпа илсен, Чăваш Республики рессурсен центрĕсене хута ярассипе тата эффективлă ĕçлесе пынин кăтартăвĕпе лайăххисен хисепĕнче тăнине асăннă. Кунсăр пуçне, Чăваш Ен педагогсен ĕç укçин шайне ӳстерсе пынин кăтатĕвĕпе те чи лайăх виçĕ регион шутне кĕнĕ. 2014 çул авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинче професси пĕлĕвĕ паракан учреждеийĕсем - 32, патшалăх учреждеийĕсем – 27, патшалăхăн мар учрежденийĕсем – 3, вузсен филиалĕсем – 2, вĕсенче пурĕ 29 пине яхăн çын  ăс пухать. Професси пĕлĕвĕн вĕренӳ организацийĕсем 124 программăпа вĕрентсе пыраççĕ. Канашлăвăн ĕçне хутшăннисем округри регионсенче ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва та сӳсе явнă.   Уйрăм предприятисем валли кадрсем хатĕрлес ыйту пирки те канашланă.   Калаçу вăхăтĕнче вăтам професси пĕлĕвĕн вĕренӳ учрежденийĕсен пĕлӳ шайне ӳстерсе пырасси пирки те канашланă.  Чăваш Енре ку енĕпе лару-тăру питĕ аван. Педагогсен 90 проценчĕ рессурсен центрĕсенче тăтăшах хăйсен пĕлĕвне туптаса пырать. «Промтрактор»  АУП базинче инженер-педагог кадрсен пĕлĕвне ӳстерсе пыма ятарлă Центр хута яма палăртнă. Пĕтĕм пурнăçа - вĕренĕве принципа тĕпе хурса, 2013 çултан пуçласа республикăра нумай функциллĕ центрсем çĕкленсе пыраççĕ. Пĕлтĕрхи çул, пуш уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа транспортпа строительство технологисен Шупашкарти техникумĕ çумĕнче пуçласа нумай функциллĕ центр хута янă. (МЦПК). Кăçал тата виçĕ нумай функциллĕ центр йĕркелесе çитернĕ, ытларах «Машинăсем тăвасси» тытăма тĕпе хурса ĕçлеме йышăннă. Электромеханика колледж бази çумĕнче «Электроника» тата ытти те.  Юлашки çулсенче квалификациллĕ рабочисене хатĕрлессипе ĕç-пуç аванах ылмашăнса пынине курма пулать. Республикăра нумай функциллĕ центрсене хута ярас ĕç аван пурнăçланса пырать, вĕсем çакăн пек тытăмсене аталантараççĕ: «Строительство», «Машинăсем хатĕрлесси», «Электротехника» тата «Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх». Çитес 2015 çулта тата виçĕ центр хута яма палăртса хунă, вĕсем: транспорт, ял хуçалăх тытăм енĕпе пулĕç.  Çакнашкал ĕçсене йĕркелесе ирттерни, республика экономикинчи пысăк технологиллĕ приоритетлă сферăсене аталантарса пыма витĕм кӳрĕç. Чăваш Енре кăçалхи çул промышленноç производстви вăй илсе пыни куç кĕретех. Республика 8 уйăхри ĕç кăтатăвĕсемпе, Атăлçи федераллă округра регионсем хушшинче  промышленноç производствин индексĕ (105,4%) ӳснипе,  чи ăнăçă лайăх ĕçлесе пыракан виçĕ регион шутне кĕнĕ, кăштах çеç Мордва тата Пермь крайне çитеймен. Вĕсен пĕрин кăтартăвĕ -114,3%, теприн -109,7% танлашнă. Республика партнерсемпе питĕ лайăх çыхăну тытса ĕçлет. Пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлеме ĕç хучĕсене  «РЖД» АУП, «Россети» АУП, «РусГидро» АУП,  «Росатом» ГК тата ыттисемпе те алă пусса çирĕплетнĕ. Экономикăра хальхи вăхăтра модернизаци ĕçĕсене йĕркелесе ирттермесĕр май çук. Специалистсене те вăхăтрах çĕнетсе пырса, вĕсен пĕлӳ шайне ӳстерсе пымалла. Промышленноç секторĕшĕн чи пысăк пуянлăх – пысăк квалификациллĕ кадрсем пулни. Тата çакна та палăртмалла, Канашри транспортпа энергетика техникум çумĕнче регионсен шайĕнчи центр хута янă, ăна 2012 çултанпах «Транснефть» АУП Чăваш Ен Правительствипе килĕшӳ хутне çирĕплетнă хыççăн,  витĕм кӳрсе пырать. Çулсерен  «Транснефть»  вренӳ урежденийĕн пурлăх базине пуянлатма пулăшу кӳрет, педагогсен пĕлĕвне ӳстерсе пыма 100 млн. тенкĕллĕх тăкакланать. Техникум базинче çулсерен «Транснефть» тытăмĕ валли 4 пине яхăн специалистсем хатĕрленсе тухаççĕ. Кăçал специалистсене хатĕрлессин кăтартĕвне  тата та 24 процент ӳтерме палăртса хунă (5200 çынна çитĕ), 2015 çулта – 5500 специалист хатĕрлеме палăртаççĕ. Чăваш Енĕн тепĕр партнерĕ «КНАУФ». Вĕсем строительство енĕпе çынсене хатĕрлеме пулăшаççĕ. Çиччĕмĕш çул ĕнтĕ Шупашкарти транспортпа строительство технологийĕн техникум базинче хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан тĕнче шайĕнчи технологисене тĕпе хурса, 2 пине яхăн специалиста вĕрентме пулăшаççĕ.  Кăçал тата Шупашкарти строительство тата хуçалăх техникум бази çумĕнче  ТехноНИКОЛЬ вĕренӳ центрĕ хута кайнĕ. Чи лайăх тĕслĕх, Шупашкарти электромеханика колледжĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлени. «Элара» АУП колледжпа мĕн ĕçлеме тытăннăранпах килĕшсе ĕçлет. Хальхи вăхăтра предприятинче колледжран 500 специалист вăй хурать.   Республикăра пурăнакансенчен çар специальноçне алла илме кăмăл тăвакансен хисепĕ те куç кĕретех ӳссех пырать. 2013 çулта çар аслă училищине 138 çын вĕренме кĕнĕ, 2014 çулта – 168 ача пĕлӳ пухма кăмăл тунă. Патшалăх политикин приоритетлă тĕллевĕсенчен пĕри пултаруллă яш-кĕрĕмсен тавра курăмлăхне ӳстерсе пыма пулăшасси. Кăçалхи çул пуш уйăхĕнчен пуçласа çу уйăхĕ таран, республика шайĕнче 23 олимпиада йĕркелесе ирттернĕ. Республикăра мала тухнă ултă çамрăк,  пĕтĕм Раççей шайĕнчи конкурссенче ăмăртма тивĕçлĕ пулнă, олимпиадăсенче вĕсенчен иккĕшĕ çĕнтерӳçĕ ята çĕнсе илнĕ. 2014 çулта федераци бюджетĕнчен республикăна уйăрнă субсидисемпе вĕренӳ тытăмĕн пурлăхпа техника базине пуянлатма, вĕренӳ центрĕсе тата ытти хăш-пĕр ĕçсене пурнăçлама тăкакланнă.  Унсăр пуçне, Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен професси пĕлĕвĕн вĕренӳ учрежденийĕсене  пурĕ 38 млн.  тенкĕ куçĕ. Регион программине 2014 çулта професси пĕлĕвĕн вĕренӳ тытăмне  аталантарса пыма  пурĕ 156 млн тенкĕ куçĕ, вĕсенчен 11 проценчĕ федераци бюджетĕнчен, республика бюджетĕнчен 24 процент, професси пĕлĕвĕн вĕренӳ учрежденийĕсем - 10 процент, ĕçпе тивĕçтерекен предприятисен шучĕпе пĕтĕмĕшле уйăрнă укçан калăпăшĕнчен 55 процент чухлĕ укçа куçĕ. Тĕплĕнрех

 



26 сентября 2014
16:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter