Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «РусГидро» АУП техника тĕлĕшĕнчи политика енĕпе тимлекен ертӳçĕпе Расим Хазиахметовпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ

 Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «РусГидро» АУП техника тĕлĕшĕнчи политика енĕпе тимлекен директорпа Расим Хазиахметовпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Канашлăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков, «РусГидро» АУП «Чебоксарская ГЭС» филиал директорĕ Вадим Бардюков хутшăннă. Расим Хазиахметов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева, тав сăмахĕ каланă.  Юлашки çулсенче партнерсемпе тачă çыхăнса ĕçлесси çирĕпленсе пынине асăннă. Вĕсем шутĕнче:  «Экра» НПП ООО, «Элара» АУП. Расим Хазиахметов «РусГидро» АУП хăйĕн предприятийĕнче ытларах Чăваш Республикинче калăпланса тухакан таварсемпе пĕлсе усă курнине палăртнă. Вăл çавăн пкех Шупашкарти шыв тытса тăмалли объектăн строительство ĕçĕ çирĕп тĕрĕслевре пулнине асăннă. «Камăн та пулин ку енĕпе тĕрлĕ ыйту та çуралнă пулĕ. Ĕç чарăнса ларнă тесе шутлаççĕ, анчах та пачах та урăхра, ĕç-пуç хĕрӳ пырать», - тенĕ Расим Хазиахметов.  Михаил Игнатьев Шупашкарти шыв тытса тăмалли объект хута яни, Атăлçи регонсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Çакăн пекех, республика Пуçлăхĕ малашне те «РусГидро» АУП тачă çыхăнса ĕçлеме хатĕр пулнине çирĕппĕнех каласа хăварнă. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ, «РусГидро» АУП пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлени, пуриншĕн те вырăнлă пулнине каланă. «Вĕсем ытларах Чăваш Енри  предприятисенче калăпланса тухакан таварсемпе усă курни куç кĕретех», - тенĕ.  Расим Хазиахметов, ун патне тăратнă  ыйтусене хуравланă май, экспертиза тухассипе ыйтăва пĕтĕмпех татса панине каланă. Хальхи вăхăтра проекта кĕртсе хăварнă ĕçсемпе хăш-пĕр çитменлĕхсене тӳрлетес пирки ĕçсем пыни пирки асăннă. Инфратытăма аталантарассипе йывăр проектсене пурнăçа кĕртсе пырассипе ĕçсем хĕрӳ пынине каланă. Ку çулталăкра палăртнă ĕçсене пĕтĕмпех вĕçлеме палăртса хăварнă Расим Хазиахметов.



26 сентября 2014
08:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter