Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Машинӑсем тӑвакан отраслӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячĕпе саламлани

Машинӑсем тӑвакан отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! 

Машинӑсем тӑвакан отрасль – республикӑри промышленноҫ комплексӗн тӗп отраслӗ­сенчен пӗри, вӑл экономика аталанӑвӗ ҫине пысӑк витӗм кӳрет, промышленноҫ про­изводствипе унӑн инфратытӑмӗн тухӑҫлӑ ӗҫне тивӗҫтерет тата мӗн пур ӗҫ-хӗл сферине инновациллӗ аталантармалли никӗс пулса тӑрать. Ҫак кун Чӑ­ваш Ен­ри машинӑсем тӑвакан комплекс предприятийӗсенчи 40 пин ытла ӗҫченшӗн са­­вӑнӑҫлӑ уяв шутланать.

2014 ҫулта республикӑн промышленноҫ производстви вӑйланни палӑрать, экономикӑн чӑн секторӗнче пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗсен шучӗ пысӑкланать.

Инноваци технологийӗсене ӗҫе кӗртни, пурлӑх, укҫа-тенкӗ тата ӗҫ ресурсӗсемпе тухӑҫлӑ усӑ курни, тӗп фондсене ҫӗнетсе пыни отрасле кал-кал аталантар­малли витӗмлӗ майсем пулса тӑраҫҫӗ. Предприятисенче пур пек лаптӑксене анлӑлатма, ҫӗнӗ производствӑсем йӗркелеме, ҫӗнӗ йышши продукци туса кӑларассине алла илме, техника тӗлӗшӗнчен пуянланма пулӑшакан инвестицин пысӑк проекчӗсене пурнӑҫлас ӗҫ малалла тӑсӑлать.

Чӑваш Енри машинӑсем тӑвакан комплекс предприятийӗсен продукцине Раҫҫейӗн чылай регионӗнче тата чикӗ леш енче те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Ҫав пахалӑх­лӑ тата шанчӑклӑ таварсене нумай пинлӗ ӗҫ коллективӗсем туса кӑлараҫҫӗ, вӗ­сем хӑйсен пуян йӑли-йӗркипе тата чаплӑ ӗҫ династийӗсемпе тивӗҫлипе мухта­наҫҫӗ.

Эпӗ чӑваш машиностроителӗсем импорта улӑштармалли политика шайӗн­че ҫӗр-шыври потребительсене пысӑк пахалӑхлӑ, тӗнчери аналогсемпе тупӑшма пултаракан продукципе тивӗҫтерсе тӑма пултарасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

 Машиностроени отраслӗн ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене Чӑваш Ен аталанӑвӗпе чечекленӗвӗшӗн тӑвакан ӗҫре малашнехи ҫитӗнӳсем, сывлӑхпа телей тата ырлӑх сунатӑп!

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                              М.Игнатьев



27 сентября 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter