Портал уçăлĕ

2014 çулта Чăваш Енре "Халăх контролĕ" информаци ресурсне ĕçе кĕртме палăртнă.

Çĕнĕ интернет-ресурс республикăри кашни граждана хăйсен чăрмавĕсем пирки пĕлтерсе тỹрех Республика Правительствине информаци çитерме май парать. Çăхавсемпе сĕнỹсене 8 тĕрлĕ ыйтупа йышăнĕç: ЖКХ пулăшăвĕ, çыхăну, социаллă сфера, бизнес, экологи, тирпей-илем тата инфраструктура, çул-йĕр, ял хуçалăхĕ. Ыйтусене 10 кун хушшинче пăхса тухĕç, вĕсемпе пĕрлех хуравĕсем те çак порталтах пичетленĕç.



27 сентября 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter