Профвĕренỹ аталанăвĕ экономикăна ỹсĕм кỹрет

Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Округ канашĕн Оренбургра РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ Представителĕ Михаил Бабич ертсе пынипе иртнĕ ларăвне хутшăннă. Унта федераци субъекчĕсенче вăтам профвĕренỹ тытăмне аталантарас ыйтусене тишкернĕ.

Асăннă ыйтăва çĕкленин тĕп сăлтавĕ - промышленность предприятийĕсене çĕнетессипе çыхăннă. Çавна май ума çĕнĕ условисенче пахалăхлă ĕçлекен рабочисемпе вăтам сыпăкри специалистсене хатĕрлес ыйту тухса тăрать. Паянхи кун округра професси вĕрентĕвĕн 829 организацийĕ ĕçлет, вĕсенче 520 пин çамрăк пĕлỹ илет. Çак шутран 128 пинĕшĕ анчах пулас рабочисем. Çакă импорта хамăрăн продукципе улăштарас çул çине тăнă предприятисене йывăрлăха кĕртсе ỹкерет. Пăшăрханмалли тепĕр сăлтав - педагогсен кадрĕсем ватăлни.

Чăваш Енре профвĕренỹ тытăмне аталантарас енĕпе начарах мар ĕçленине палăртнă ларура. Республикăра центрсем йĕркелес енĕпе ăнăçлă ĕçленине тата ĕç паракансем вĕренỹ заведенийĕсен вĕрентỹ программисене хатĕрлес енĕпе хастар хутшăннине шута илсе пирĕн региона чи лайăххисен шутне кĕртнĕ. Çавăн пекех республика педагогсен, производство вĕрентĕвĕн мастерĕсен шалăвне ỹстерес енĕпе ăнăçлă ĕçлекен чи лайăх 3 регион шутĕнче.

Палăртни вырăнлă, Чăваш Республикинче професси вĕрентĕвĕн 32 организацийĕ ĕçлет, çав шутран патшалăх шутĕнчисем - 27, патшалăх шутне кĕменнисем - 3, 2-шĕ филиалсем. Вĕсенче 29 пине яхăн çын пĕлỹ илет. Вĕренỹ учрежденийĕсенче стажировка ирттересси тĕп вырăнта. "Промтрактор" АУО никĕсĕ çинче инженерсемпе педагогсен пĕлĕвне ỹстерекен центр йĕркелеççĕ. "Вĕренỹ - пурнăç тăршшĕпех" принципа пурнăçласа пĕлтĕртенпе нумай функциллĕ центрсем хута яма пуçăннине, вĕсенче тĕнче тата корпорацисен пахалăх стандарчĕсене тĕпе хурса çитĕннĕ çынсем пĕлỹ илнине асăнмалла. Шупашкарти транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕнче çамрăксене тĕнче шайĕнчи техгологисене алла илме пулăшнине, Шупашкарти электромеханика колледжĕ "Элара" АУОпа, электроаппарат завочĕпе тачă çыхăнса ĕçленине ырăпа палăртмалла.

Кăçал республикăра промышленность производстви ỹсĕм çулĕ çине тăни куç кĕрет. Сакăр уйăх кăтартăвĕсене тишкерес пулсан, Чăваш Ен промышленность производствин индексĕпе (105,4 процент) округра малти 3 регион шутне кĕнĕ. Тирпейлекен предприятисем - 5-мĕш вырăнта.

Канашри транспортпа энергетика техникумĕн никĕсĕ çинче регионсен пĕрлехи вĕренỹ центрне уçни, унта çулсерен "Татнефть" тытăмĕнче ĕçлеме 4 пин ытла специалист хатĕрлени те ырă пулăм. 2012 çултанпа техникум "Транснефть" АК" АУОн корпораци вĕрентỹ учрежденийĕ шутланать (вăл çĕнĕ йышши оборудовани туянма, педагогсен квалификацине ỹстерме çуллен 100 миллон тенкĕ хывать). "КНАУФ" компанипе ăнăçлă ĕçлени строительство индустрийĕ валли ăста рабочисем хатĕрлеме май парать.

Çĕнĕ вĕренỹ центрĕсем уçассипе те тĕллевсем пысăк. Кăçал тĕп хулари строительство тата хула хуçалăхĕн техникумĕн никĕсĕ çинче ТехноНИКОЛЬ компанин вĕрентỹ центрне уçма палăртаççĕ.

2013 çулта республика регионсен вĕрентĕве аталантармалли программисен 2014 тата 2015 çулсенчи конкурс суйлавĕн çĕнтерỹçи пулса тăнă. Çавна май кăçал тата çитес çул çак программăна аталантарма пирĕн республикăна федераци бюджетĕнчен сахал мар укçа-тенкĕ уйăрĕç (кăçал 17,4 миллион тенкĕ уйăрнă).



Елчĕк ен хаçачĕ
27 сентября 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter