Шупашкарта «Сĕт фестивалĕ-2014» паллă мероприяти пулса иртнĕ

Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкарта «Сĕт фестивалĕ-2014» паллă мероприяти пулса иртнĕ. Мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Фестивале уçнă çĕре Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ  Сергей Павлов, сĕт тирпейлесе кăларакансен Нацилле пĕрлешĕвĕн правлеийĕн председателĕ Андрей Даниленко тата ытти официаллă хăнасем пуçтарăннă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, таварсем туянакансен пасарĕнче паян хамăр тăрăхра калăпланса тухакан таварсем çителĕклĕ пулнине палăртнă, пахалăх енчен те çӳллĕ шайра пулнине каланă. «Эпир туянакансем, яланах сĕт-çăва кам тирпейлесе кăларни çинчен ыйтма пултаратпăр. Кун пек чухне ытларах хыпара эпир пĕлсе тăрсан, хамăра кирлĕ пек твара туянăпăр. Сывлăхшăн усăллă сĕте илнĕ чухне йăнăш тумăпăр», - тесе çирĕппĕн каланă республика Пуçлăхĕ.  Вăл çавăн пекех экономика тĕлĕшĕнчен палăртас пулсан, сĕт-çу валли хывмалли инвестици вăхăчĕ 8-15 çул таранах çитме пултарни пирки палăртнă. Республикăра сĕт-çу тирпейлессипе ĕçлекен предприятисене тав сăмахĕ каланă. Сĕт тирпейлекенсен Нацилле пĕрлешĕвĕн правлениĕн председателĕ Андрей Даниленко халăх сывлăхĕ çине, республика ертӳлĕхĕ пысăк тимлĕх уйăрни çинчен палăртнă. Ачасен сывлăхне упрассипе сĕт-çăва кирлĕ пек пысăк шайра тирпейлесе кăларнин кăтартăвĕ куç кĕретех. Чăваш Ен ыттисенчен пахалăхлă таварсене тирпейлесе кăларассин кăтартăвĕпе яланах çӳллĕ шайра тăнине асăннă. Пĕр ĕнерен çулталăкне 7 пин кг сĕт суса илме пултарнă ĕçченсене, ĕçре пысăк çитĕнӳсем тунишĕн республика Пуçлăхĕ наградăсем парса хавхалантарнă. Çак кун, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе сĕт тирпейлесе кăларакансен Нацилле пĕрлешĕвĕ хушшинче пĕр пĕринпе килĕшсе ĕçлесе , кунне сĕт-çуран калăпланă виçĕ апат, проекта пурнăçласси çинчен ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Асăннă фестиваль Чăваш Енре виççĕмĕш хут,  кунта хутшăнма кăмăл тунисем 8 предприяти пулнă. Фестивале йĕркелесе ирттернĕ май, Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕнче сĕт-çу пасарĕнчи лару-тăрăва сӳтсе явассипе канашлу иртет. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре пурĕ сĕте тирпейлесе кăларассипе 12 предприяти тимлет, халăха республикăра 140 процента çитиех сĕт-çупа тивĕçтерни паллă. Тĕплĕнрех

 



29 сентября 2014
09:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter