Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

Авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш РЕспубликин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе эрнесерен пулакан планеркăна йĕркелесе ирттернĕ. Канашлу пуçламăшĕнче Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа 29-мĕшĕ таран психоактивлă наркăмăшсене пула,  республикăра 42 çын сиенленсе, сывлăха сиплемелли учрежденисене лекнине асăннă, вĕсенчен 15-шĕ хăйсене йывăр туяççĕ. Наркăмăшланнă çынсенчен ытларах çамрăксем, 18-21 çулти яш-кĕрĕм. Пурне те кирлĕ пек вăхăтра сиплеме тăрăшаççĕ. РФ наркотик çаврăнăшне тĕрĕслекен службин Чăваш Ен – Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Барсуков хăйĕн доклатĕнче туртмалли сиенлĕ наркăмăшсене халăхра саракансене икĕ çынна тупса палăртнине асăннă. Чăваш Республикин Прокурорĕ Владимир Метелин хăйĕн сăмахĕнче, наркăмăшланнă çынсене экспертиза кăларнă хыççăн, фоктсене тупса палăртсан, уголовлă майпа ĕç пуçармаллине каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ влаç органĕсенче ĕçлекен ертӳçĕсене, муниципалитет пуçлăхĕсене наркăмăшсене халăхра сарассинчен сыхă яланах тăмаллине, май килнĕ таран çынсене тупса палăртса явап тыттармаллине асăрхаттарнă. Çын психикине пăсакан япала питĕ вăйлă аптратать, вилĕм патне те çитерме пултарать, усалтан асăрханас тĕлĕшпе ытларах массăлла информаци хатĕрĕсенче асăрхануллă пулмалли çинчен хыпара тăтăшах пĕлтерсе тăма хушса хăварнă МИХче ĕçлекенсене.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланни пирки пĕлтернĕ. Хутса ăшăтмалли сезона объектсем 99 процент хатĕр пулнине каланă. Çурт-йĕр таврашĕсем вара 100 процента çитиех пур те хатĕр пулнине палăртнă. Ĕçсене пĕтĕмпех юпа уйăхĕн 15-мĕшĕччен йĕркене кĕртсе пĕтермелли пирки каласа хăварнă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин кăçалхи çул коммерциллĕ мар  социаллă ориентирлă организацисем хушшинче конкурс йĕркелесе ирттернин кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Республика бюджетĕнчен парса тивĕçтерекен субсидисен йĕрки çинчен каласа кăтартнă. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 2012 çулта 75 организаци 11,3 млн. тенкĕллĕх пулăшупа усă курнă, 2013 çулта  - 62 организаци, пурĕ вĕсене 15 млн. тенкĕллĕх пулăшупа тивĕçтернĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпинимательлĕхе аталантарас енĕпе социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе, Ресурссен центрне йĕркелесе хута яма палăртнă. Конкурсра çĕнтернĕ хыççăн, Суту-илӳпе промышленноç палатин бази çумĕнче Ресурссен центрне хута янă, ăна икĕ çул ĕçлеттерме палăртнă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртессипе йĕркелесе ирттернĕ конкурса пурĕ 65 ĕç тăратнă, вĕсенчен 37-шĕн ĕçне хушма вĕренĕве, ӳнер пултарулăхне, массăла спорта, экологи енĕпе аталантарма янă,  8 проектне сусăрланнă çынсене тата вĕсен çемьисене пулăшу кӳме, 7-шне нацисем хушшинчи килĕшĕве аталантарс ĕçе, 5-шне – ватă çынсен пурнăç условине лайăхлатас тĕлĕшпе çыхăннă ĕçсене татса парассипе тăратнă. Ял хуçалăх таварĕсен мониторинг кăтартăвĕпе Чăваш Республикин экономика министрĕ тата ял хуçалăх министрĕ тĕплĕн паллаштарнă. Чăвашстат кăтатăвĕсем тăрăх, Раççей Федераци шайĕнче, пирĕн республикăра пахча çимĕç хакĕсем питĕ пĕчĕк пулни пурне те савăнтарать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ таварсем тирпейлесе кăларакансем хушшинче, конкуренци пулмаллине палăртнă, ун чухне хаксене сăлтавсăр пысăклатакансен хисепĕ пачах та пулмĕ, - тенĕ. Шупашкар хула  администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн "Готов к труду и обороне" нормативĕсене тултарассипе фестиваль иртни çинчен чарăнса тăнă, ăна "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм Раççейри спорт форумне халалланине каланă. Пурĕ фестивале 170 ĕç коллективĕсем хутшăннине, 1700 çын Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн "Готов к труду и обороне" нормативĕсене аван тултарнине каланă. Унсăр пуçне спорт уявне шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем 70 пине яхăн Шупашкарта пурăнакансем хастар хутшăннине каланă.

 



29 сентября 2014
15:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter