Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе авăн уйăхĕнче виçĕ тав çырăвĕ килсе çитнĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  ячĕпе авăн уйăхĕнче виçĕ тав çырăвĕ килсе çитнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева, Чăваш Республикин Правительствине, Чăваш Республикин строительство министерствине Шупашкарта çурла уйăхĕн 25-29-мĕш кунĕсенче,  Раççей водоканалĕсен  VII –мĕш Конференцине çӳллĕ шайра йĕркелесе ирттерме пулăшнишĕн  шывпа тивĕçтерекенсен Раççейри ассоциацийĕ (РАВВ)  чĕререн ырласа тав сăмахĕ çырнă. «Эсир чăваш çĕрĕ çинче çынсене ырă кĕтсе илнине кура, РФ  49 субъекчĕсенчен 400 çын ытла хутшăнма пултарчĕ. Тĕрлĕ шайри влаç органĕсенче ĕçлекенсем пĕр-пĕрин пуян опычĕпе паллашрĕç, Чăваш Республикинчи тĕп МИХсем хутшăнни те питĕ вырăнлă пулчĕ. Çакăн пек пысăк мероприятие – пысăк яваплăха туйса ĕçлени курăнчĕ. Республикăра ĕçлекен пур шайри çынсен те пысăк профессионализмĕ тӳрех палăрчĕ. Хисеплĕ, Михаил Васильевич. Иртсе кайнă паллă пулăм, чăннипех те пур шайри ĕçсене пысăк профессионализма туйса ĕçленине çирĕплетрĕ», - тесе çырнă тав çырăвĕнче  РАВВ директор ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Е.В. Довлатова.

Канашри КанТЭТ коллективĕ тата Канашри Йĕпреç çулĕ çывăхĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем, çынсене утса çӳреме 1300 м. тăршшĕ тротуар йĕркелесе сарса панишĕн  тав сăмахĕ каласа çырнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ патне.  Çула сарни - студентсемпе кунта вăй хуракансемшĕн, чăнласах та питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн техникумра Раççейри 25 регионтан çамрăксем ăс пухаççĕ. Йĕркелесе иртернĕ ĕç пурин кăмăлне те çĕклесе ячĕ», - тесе пĕлтернĕ хăйĕн çырăвĕнче КанТЭТ (Канашри транспортпа энергетика техникумĕн) директорĕ И.Р. Назмутдинов.

  Муравленко хулинчи «Пĕрлĕх» чăвашсен наци культурин пĕрлĕхĕ  ячĕнчен те тав çырăвĕ килсе çитнĕ. «Хисеплĕ, Михаил Васильевич! Эпир чăннипех те Сирĕнпе мăнаçланатпăр. Чăваш Республики  Ямал-Ненецкий автономиллĕ округпа пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусни, пире малашне те çыхнăва вăйлăрах аталантарса, çирĕплетсе пыма пулăшать», - тесе çырнă тав çырăвĕнче.



29 сентября 2014
16:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter