Правительство çуртĕнче "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм Раççейри форума хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелӳ комитечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ

Авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм Раççейри форума тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен Канашĕн ларăвне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелӳ комитечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Форума йĕркелесе ирттерессипе уйăрнă укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусем пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина тĕплĕн паллаштарнă. Мероприяти ĕçне хатĕрленме 258 млн. тенкĕ тăкакланма палăртнă, вĕсенчен федераци бюджетĕнчен 100 млн.тенкĕ патнелле, республика бюджетĕнчен 34,6 млн, бюджетран мар çăлкуçсенчен 124 млн.тенкĕ. Шупашкар хула администрацийĕн Пуçлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче, юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» форум кунĕнче, Хĕрлĕ площадре йăлана кĕнĕ тăрăх иртекен акципе килĕшӳллĕн, паллă çăлтăрпа ирхи зарядка 10 сехетре пуласси пирки пĕлтернĕ. Хулара кашни шăматкун, çамрăксемпе палăртнă кун ирттермелли хускану енĕсене çирĕплетсе пынине асăннă. Вăл кун кашни лапамрах ятарлă вырăнсем хатĕрлĕç, вĕсемпе волонтерсем йĕрке тытса пырĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ паллă çăлтăрпа зарядка йĕркелесе ирттересси пысăк тăкак кӳменнине палăртнă. Пирĕн тăрăхра иртекен паха опыта Раççейри ытти регионсене хаваспах куçма пултарассине шанса каланă. Республика Пуçлăхĕ тавралăха тирпей илем кĕртес ĕçе вĕçлесе пымаллине асăрхаттарса хăварнă, спорт Форумне çӳллĕ шайра йĕркелесе ирттерсе яма сĕннĕ. Тĕплĕнрех



29 сентября 2014
15:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter