Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн "Готов к труду и обороне" нормативĕсене тултарассипе фестиваль иртрĕ

Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкарта «Энергия» стадионра хулари мĕн-пур спорта кăмăл тăвакансем  Пĕтĕм Раççейри «ГТО» фестивальне тухрĕç.    Палăртнă мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев,  Раççей Федерацийĕн Спорт министерстви çумĕнчи физкультурăпа массăлла спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен Департамент директорĕн çумĕ Виктор Бабкин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем,    Шупашкар хула  ертӳлĕхĕ тата ытти официаллă çынсем пуçтарăннă. Уява пухăннисене саламланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика чăнласах та, çĕр-шывра физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе лидер пулса тăнине çирĕппĕн палăртса каланă. Раççей Президенчĕ  Владимир Путин, Чăваш Республикинче юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» спорт форумне йĕркелесе ирттерме палăртни те çаканах çирĕплетсе панине асăннă.  Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, çыннăн сывлăхне спорта куллен çӳрени çирĕплетсе пынине, кулленхи пурнăçра кĕтмен çĕртен сиксе тухакан кăлтăксене çĕнтерме пулăшнине каланă. «Пирĕн çамрăксем çине пăхма кăмăллă, вĕсем хитре спорт тумĕпе. Пĕрне-пĕри пăхса савăнăр, кăмăлăра çĕклĕр», - тесе палăртса каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Фестивале пухăннă, спорта юратакансене пурне те ГТО тултарма, палăртнă спорт енĕсемпе кирлĕ пек кăтартусем пама сĕннĕ. Раççей Федерацийĕн Спорт министерстви çумĕнчи физкультурăпа массăлла спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен Департамент директорĕн çумĕ Виктор Бабкин хальхи Раççей историйĕнче пуçласа, Шупашкар хулинче,  ГТО нормативĕсене тултарассипе спорт фестивалĕ иртнине уйрăммăн палăртса хăварнă. «Пĕлтĕрхи çул, Чăваш Ен физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ирттернĕ конкурссен çĕнтерӳçи пулса тăнă. Ахальтен мар пулĕ, Шупашкарта «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери форума йĕркелесе ирттерме палăртнă. Ку чăнласах та питĕ пысăк хисеп. Сирĕн тăрăха Раççейри пур регионсенчен представительсем килсе çитĕç, ГТО йĕркине федераци шайĕнче презентаци йĕркелĕç», - тесе каланă Виктор Бабкин.   Çак палăртнă кун Шупашкарта 70 пине яхăн çын ГТО панă. Командăра пиллĕк хĕрпе, пиллĕк каччă пулнă. Кашни çын спортри хăйĕн ăсталăхне çӳллĕ шайра кăтартма тăрăшрĕ.

Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн "Готов к труду и обороне" нормативĕсене вăя кĕртесси çинчен калакан саккуна Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи март уйăхĕнче алă пусса çирĕплетрĕ. Унпа килĕшӳллĕн ГТО нормативĕсене 11 ӳсĕм категорийĕнче уйрăммăн пурнăçлама май пур - 6 çултан пуçласа 70 çултисем таранах. Йывăрлăхĕпе кашни ӳсĕмри нормативсене виçĕ ушкăна уйăрнă, çапла май нормативсене пурнăçланă хыççăн бронза, кĕмĕл е ылтăн паллăна тивĕçме пулать.

 Тĕплĕнрех



29 сентября 2014
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter