Чăваш Республикинче 2014 çулхи юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» спорт форумне хатĕрлесе ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ

Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче 2014 çулхи юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» спорт форумне хатĕрлесе ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелӳ комитечĕн ларăвне тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен Канаш ĕçне йĕркелесе ирттернĕ. Чăваш Республикин транспорт министрĕ Владимир Филиппов Форума ирттернĕ чухне транспортсемпе тивĕçтерес ыйту пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.  Юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Мускав-Шупашкар маршутпа 2 рейспа çынсене турттарма палăртнă. Унсăр пуçне Шупашкартан Мускава юпа уйăхĕн 10-мĕш тата 11-мĕш кунăсенче авиарейс пулассине асăннă. Маларах палăртса хунă тăрăх, 30 регионтан хăнасем килсе çитме пултарĕç. Чукун çул транспорчĕсемпе Шупашкара 800 çын, Канаша 850 çын патнелле килсе çитĕç. Автомашинăсемпе Чăваш Ене çывăхри регионсенчен  200 çын - 14 делегаци килсе çитĕç. Транспортсемпе тивĕçтермелли ыйтусем пĕтĕмпех палăртнă вырăнсенче хыпарсем пулĕç. Волонтерсем те кирлĕ пек ĕçсене пурнăçлама пулăшу кӳме хатĕр тăрĕç. Форум вăхăтĕнче 161 автотранспорта явăçтарма палăртса хунă. Вĕсенче пуринче те Форумăн логотипне вырнаçтарма палăртнă. Палăртнă машинăсем ыттисенчен тӳрех уйрăлса тăмалла. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев транспорт министрне  Форума явăçтарнă автобуссенче кирлĕ пек пĕтĕмпех çителĕклĕ таран условисем пулмаллине каланă. Канашлăва хутшăнисем Форумăн сувенирĕсене пăхса тухнă. Спорт тум-тирĕ пирки те канашланă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин парнесен тĕслĕхĕсемпе паллаштарнă, вĕсенче регионăн символĕ пуррине палăртнă, Чăваш Ен çинчен фильм пуласси пирки те асăннă. Хăна çурчĕсенче пĕтĕмпех сувенирсен сентрисем пулассине каланă,  Чăвашсен паха çипуçĕсемпе, савăт-сапасенчен куравсем тăратма палăртнă. Чăваш Республикин экономика министрĕ каланă тăрăх, республикăра Форум валли спорт тумĕсене хатĕрлессипе ĕçсем кал-кал пыраççĕ, вĕсенче чăвашсен символики тĕп вырăнта тăнине асăннă. Йĕркелӳ комитечĕн членĕ, Олимп чемпионĕ Елена Николаева хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Республикин массăлла спорт ăмăртăвĕсене йĕркелесе ирттерессипе пуян опыт пулнине асăннă, çавăнпа та республикăра спорт Форумĕ çӳллĕ шайра иртсе каяссине нимĕн иккеленмесĕрех каланă.  Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов волонтерсене пухассипе ятарлă ĕç йĕркелесе ирттернине каланă. Форумăн Дирекцийĕ палăртнă тăрăх, мероприятинче пурĕ 495 волонтер пулмалла. Çак асăннă ыйтăва авăн уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне, Чăваш Республикин Вĕренӳ министерстви пĕтĕмпех татса пама шантарать,  вĕсене аккредитаци туса, авăн уйăхĕн 14-мĕшĕччен официаллă сайта вырнаçтарма та палăртса хунă. Волонтерсене вĕрентме Чăваш Республикин спорт министерстви график йĕркелесе çирĕплетме палăртнă.



03 сентября 2014
10:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter