Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата РФ ял хуçалăх Министрĕ Николай Федоров республикăра выльăх-чĕрлĕхе аталантарасси ыйтăва сӳтсе явнă

 Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Тăвай районĕн администрацийĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх Министрĕ Николай Федоров ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Кун йĕркинче Чăваш Республикинче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе аталантарассипе тĕп ыйту пулнă. Канашлăва РФ Ял хуçалăх министерствин ĕçченĕсем, Чăваш Енри ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансем, федераллă учрежденисемпе кредит организацийĕсен представителĕсем, республикăри районсенчен тĕп зоотехниксем пухăннă. Канашлăва уçнă май, Николай Федоров хăйĕн сăмахĕнче, Раççейре апат-çимĕç таварĕсем çителĕклĕ пулнине асăннă, тырă, çĕрулми, типçу, сахăр таварĕсемпе тивĕçтерессипе те кăлтăксем çуккине асăннă. Паян, çĕр-шыв юхан шыври таварсемпе те туллин тивĕçтернине палăртнă. Пулăсемпе тивĕçтересси те кулленех аван пулса пынине каланă. Аш-какай пасарĕсене илес пулсан та ыйту кирлĕ пек пурнăçланса пынине палăртнă.  Сĕт-çу таврашне тирпейлекенсене хушма пулăшу уйăрасси пирки ырă хыпара пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов хăйĕн доклатĕнче ял хуçалăх производствин эффективлăхĕпе, пирĕн республика, Раççейре йăлана кĕнĕ тăрăх, яланах малти вырăна тухнине асăннă. Юлашки пиллĕк çул хушшинче республикăра аш-какай таварне ӳстерессипе самай кăтартусем аван пулни савăнтарать. Сĕт тирпейлесе кăларассин кăтартăвĕ те çӳллĕ шайра. Юлашки 5 çул хушшинче ял хуçалăх организацийĕсенче выльăх-чĕрлĕхпе, чăх-чĕп тирпейлессин калăпăшĕ 46 процента çити ӳснĕ. Пуçласа пĕрремĕш хут, 7 уйăх хушшинче выльăх-чĕрлĕх производствин калăпăшĕ пĕтĕм хуçалăхсенче 100,8 процент, ял хуçалăхĕн организацийĕсенче вара 103,5%  çити хăпарса кайнă. Сысна какайĕ тирпейлессин кăтартăвне илес пулсан,  2008-мĕш çултан пуçласа 2013-мĕш çулсенче  9,9 процент чухлĕ палăртнинчен пысăкрах. Ял хуçалăх организацийĕсен пайĕ 28 процент пулнă пулсан, халĕ вара 62 процента çити хăпарса кайнă. Юлашки çулсенче выльăх аш-какайне туса илессипе самай ĕçлесе пыни курăнать. «Маларах аш-какай валли выльăх-чĕрлĕхсем пулман тесен те йăнăш мар, халĕ вара мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ куç кĕретех ӳссе пыни паха. Китай Халăх Республикипе килĕшӳ тунă хыççăн, Сĕнтĕрвăрри районĕнче «Аталану» ОООра мăйракаллă шултра выльăхсен хисепне 2000 таран ӳстерме палăртса хунă», - тесе пĕлтернĕ Сергей Павлов. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ хăйĕн сăмахĕнче выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетессипе пĕр çултах йĕрке туса çитерме май килменнине асăннă, ăна валли ятарлă вăхăт кирлине палăртнă.  Сергей Павлов РФ ял хуçалăх Министрне сĕт тирпейлекенсене вăхăтра пулăшу кӳнишĕн тав сăмахĕ каланă. Çав вăхăтрах, федераллă бюджетран кредитсен пайĕсене тӳлеме çителĕксĕр укçа-тенкĕ куçнине асăнса хăварнă. Раççей Ял хуçалăх министерствине 1 млрд. тенкĕллĕх конкурса 283 çĕнĕ инвестици проекчĕсене тăратнă. 2012-мĕш çултанпах пĕрне те пулăшу кӳмен. Сĕт-çу тирпейлекенсене валли кредитсен парăмне парса татма 15 çул хушши тăсма ыйтнă пулнă, анчах та паянхи куна та ыйту вырăнтан хусканман. РФ выльăх-чĕрлĕх тата ăратлă выльăха ĕрчетессипе ĕçлекен Департамент директорĕ Владимир Лабинов хăйĕн сăмахĕнче выльăх-чĕрлĕх таварĕсене тирпейлессипе кăтартусене чакарни, ял хуçалăх тытăмĕшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, хумхантаркан ыйту пулнине каланă. Республикăра чи кирлĕ приоритетлă ыйту - выльăх-чрлĕх тытăмне анлăлатасси пулнине асăннă. Калаçу самантĕнче кăтартусен ӳсĕмĕ чакни пирки сăлтавĕсем çинчен палăртманни шухăша янă. Çапах та, Владимир Лабинов доклачĕпе РФ Министрĕ Николай Федоров килĕшнĕ, аграри тытăмĕнче унăн пысăк авторитет пулнине каласа хăварнă.  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ  "АККОНД" акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Валерий Иванов хăйĕн сăмахĕнче, аграри тытăмĕн проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе, федераци шайĕнче пулăшу пулмасан та,  пур-пĕрех витĕм кӳрсе ĕçлессине асăннă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Агрофирма «Путь Ильича» тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн директорĕ  Олег Дельман РФ ял хуçалăх Министрĕпе ял хуçалăхĕнче йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки чарăнса тăнă. Бизнеса аталантарса пыма уйăракан кредитсем пирки те канашланă. Калăпăр, нарăс уйăхĕнчен пуçласа кредитсемшĕн банк проценчĕсене тӳлесе пыма федераци енчен парса тивĕçтерекен субсидисене илменнишĕн ыйту тăратнă. Унсăр пуçне, банксем сĕт-çу таварсен фермине çĕклесе лартма кредит парасси ыйтăва тăсса яни те кăмăла хуçнине каланă. "Чуваш бройлерĕ"  директорĕ Вадим Николаев ĕçчеш çакăн пек ыйтусене хускатнишĕн кăмăллă пулнă, вĕсене те бизнеса аталанса пыма, кредит паманни пăшăрхантарать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ял хуçалăхĕнче приоритетсене  пасар лартса пырать, енчен те маларах çак ыйтусемпе чиновник йĕрке туса пынă пулсан, - тенĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пĕлтĕрхи çул, республикăра ял хуçалăх организацийĕсем тупăшпа ĕçлени савăнтарать, - тенĕ. Аграри тытăмĕнче кирлĕ пек пĕлсе ĕçлесе пыни куç кĕретех. Михаил Игнатьев РФ ял хуçалăх Министрне Чăваш Енри аграри тытăмпе аталанса пыма 111 млн. тенкĕ уйăрса панишĕн тав сăмахĕ каланă, республика енчен 62 млн. тенкĕ хушма укçа уйăрнине асăннă. «Ял хуçалăхĕнче йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пур. Хăш-пĕр ыйтусемпе çителĕклĕ ĕçлеместпĕр. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче те кирлĕ пек ĕçлемеççĕ пулĕ, мĕнех – çитменлĕхсене тӳрлетĕпĕр», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Николай Федоров аграри тытăмне  аталантарма федераци бюджетĕнчен 28 млрд. тенкĕ илме палăртни çинчен хыпара пĕлтернĕ, вĕсенчен 150 млн. тенкĕ патнелле Чăваш Республикинчи хуçалăхсене пулăшма куçарассине каланă. Министр палăртнă тăрăх, пулăшу ытларах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси çине куçмаллине палăртнă, ӳсен-тăрансемпе ĕçлекенсене элитлă вăрлăхсем туянма, çĕрулмине çитĕнтерме, тĕрлĕ теплицăсем хута яма пулăшу куçма пултарнине асăннă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн Сергей Павловăн даклатчĕ патне тепĕр хут таврăннă май, Чăваш Еншĕн SICHUAN XILIN IM/EX CO., LTD Китайсен ушкăнĕн проекчĕ усăллах маррине палăртнă. Николай Федоров, Амур облаçĕнче пулса тухнă кăлтăксем пирки чарăнса тăнă. Китай инвесторĕсем пачах та тăрса юлманнине асăннă. Министр Чăваш Республикишĕн Китай халăхĕсемпе килĕшсе ĕçлени вырăнлах мар, ял хуçалăх çĕрĕсене варалама кирлĕ мар, çĕрсене хĕрхенмелле, - тенĕ. Канашлу вĕçленнĕ май, ял хуçалăхĕнче аван ĕçлесе пыракан çĕр ĕçченĕсене патшалăх наградисене парса хисеп тунă. РФ Ял хуçалăх министерствин чи пысăк наградине, «АККОНД» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорне Валерий Иванова Раççей агропромышленноç комплексне аталнса пыма пысăк тӳпе хывнишĕн ылттăн медале парса чысланă. Тĕплĕнрех



03 сентября 2014
09:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter