Кĕр тыррисене акаççĕ

Кĕрхи уй-хир ĕçĕсен комплексĕнче кĕр тыррисене акса хăварасси тĕп вырăнта. Тырă туса илессине вăйлатас тесен тĕш тырă культурисен лаптăкĕнче кĕрхисем 40 процентран кая мар йышăнмалла. Кĕр тыррисем ăнăçлă хĕл каçсан типĕ çанталăка чăтăмлă, пысăк тухăç параççĕ. Кĕрхи тулăпа ыраш лаптăкĕсем пурри çурхи уй-хир ĕçĕсен калăпăшне чакарма та пулăшать. 2015 çулта кĕрхи тĕш тырă культурисем 3400 гектар йышăнмалла. Августăн 25-мĕшĕ тĕлне илсен, кĕр тыррисене 600 гектар (18 процент) акнă. Уй-хирте механизаторсем, водительсем, акаçăсем те тăрăшса ĕçлеççĕ. С.Волковăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче кĕрхи культурăсене акса пĕтернĕ. Ку енĕпе Ульянов ячĕллĕ, «Алмаз», «Новый путь», «Авангард», «Правда» хуçалăхсенче те ĕçе лайăх йĕркеленĕ.

Вырмара вăй хунине пăхмасăр, ытти хуçалăхсем те кĕр тыррисене акассипе ĕçлеме палăртнă.

(Элĕк районĕ)



03 сентября 2014
13:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter