Элĕк районĕ: ушкăнпа ĕçлеççĕ

Ял илемĕшĕн, унти хăтлăхшăн тăрăшакан пуçаруллă çынсем пурри вырăнти хăй тытăмлăхшăн чăн-чăн пулăшу. Кун пек çынсем аякран тимлĕх уйăрасса кĕтмеççĕ, хăйсен вăйĕпех уй алăкĕсене çĕнетеççĕ, кĕперсем те тăваççĕ.

Çулавăç салинче пурăнакансем авă пĕрле пулса кĕпер çĕнетнĕ. Виталий Андреев пуçарнипе ял варрипе анакан çырма çийĕн кĕпер тунă. Чылайăн хутшăннă ку ĕçе. Арçынсенчен Николай Федотов, Александр Николаев уйрăмах хастарлăх кăтартнă. Арçынсемпе танах ку ĕçре хĕрарăмсем те тăрăшнă. 12 метр тăршшĕ пĕренесене пурте пĕрле майлаштарса хунă.

Кунпа çеç çырлахман-ха çулавăçсем. Сĕт машини, ялти кĕтÿ каçса çÿреме тата тепĕр кĕпер те юсанă.

Юсав ĕçĕсем вара кунпа çеç вĕçленмен. Ял çыннисем выльăх-чĕрлĕхе укол тумалли ятарлă вырăн хатĕрлесшĕн.



03 сентября 2014
13:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter